16 марта 2013 г.
Юлашки вăхăтра республика территорийĕнче килти выльăхсемпе тискер чĕр чунсене уртаракан чир ертнĕ тĕслĕхсем тĕл пулчĕç. Çак усал амак çынна выльăхсенчен, йытăсемпе кушаксенчен ерет. Çавна май этем сывлăхĕшĕн те хăрушă. Унăн вирусĕсем нерв системине лексе организма хавшатаççĕ.
Пирĕн таврара уртаракан чире ытларах тилĕсем сараççĕ. Вĕсем яла пырса ачасене, выльăх-чĕрлĕхе, анчăксене çыртнă май сĕлекипе варалаççĕ. Вирус кашни организмра тĕрлĕрен аталанать: 2-рен пуçласа 10 кунра, 2-8 эрнере, пĕр е ик çулталăк хушшинче палăрнисем те пур.
Хăрушă амака ертнĕ йытăсем чир пуçламăшĕнче хăйсене урăхларах тытма пуçлаççĕ – тарса пытанаççĕ, хуçисем патне пымаççĕ е ытларах юраттарма тăрăшаççĕ, хусканусем нумайрах тăваççĕ, сăлтавсăрах вĕреççĕ. Пĕр куç шăрçи тепринчен пысăкрах пулать. Чир аталанса пынă май яланхи апата çиме пăрахаççĕ, кирлĕ мар япаласене кăшлаççĕ, çăтса яраççĕ. Хăйсен каяшĕсене те тиркемеççĕ. Çав вăхăтрах шыв ĕçесси, апата çăтасси йывăрланать. Сĕлекине нумай юхтараççĕ. Кăкаркăчра тăманнисем çапкаланса çÿреме тата тарма тăрăшаççĕ – хирĕç тĕл пулакан çынсене, выльăхсене туласа чир ертеççĕ.
Кушаксен те чир паллисем йытăсенни евĕрлех: çынсене, выльăхсене тапăнаççĕ, çыртса, чăрмаласа пĕтереççĕ.
Лашасем чирлĕ чĕр чун çыртнă вырăна кăшлаççĕ, ÿтне татса пĕтереççĕ, сĕлеке юхтараççĕ, тулхăраççĕ. Юлашкинчен кайри урине шалкăм çапать.
Ĕне-выльăх канăçсăрланать, çĕре, урайне урипе, мăйракипе чавать, стена тăрăх хăпарма тăрăшать, хăйăлти саспа мĕкĕрет, сĕлеке юхтарать, кавлемест. Юлашкинчен шалкăм çапнипе вилет. Сурăхсемпе качакасем те чир ерсен хăйсене ĕнесем пекрех тытаççĕ.
Сыснасем пĕр вырăнтан теприне утаççĕ, урайне чаваççĕ, суранлă вырăна кăшлаççĕ. Ытти выльăхсем, çурисем çине тапăнаççĕ, тĕрлĕ япалана хыпса çăтаççĕ, кăпăклă сĕлеке кăлараççĕ.
Кайăк-кĕшĕк те уртаракан чирпе аптăрать. Вĕсен тĕп палли – канăçсăрлăх. 2-3 кунтан вилеççĕ.
Чирленĕ выльăхсемпе çынсене сыватмалли эмел шухăшласа тупайман-ха. Пĕртен-пĕр çăлăнăç – усал амака хирĕç вăхăтра прививка тăвасси. Ку енĕпе районти ветеринари служби нумай ĕçлет. Çулсеренех икĕ уйăхран иртнĕ кушаксемпе йытăсене укол тăватпăр. 2009 çултанпа килти пур выльăх-чĕрлĕхе те хамăр хÿтлĕхе илтĕмĕр. Çавăн пекех çуркуннепе кĕркунне тилĕсем çÿрекен вырăнсене сунарçăсемпе пĕрле вакцинăллă апат (приманки-брикетцы с вакциной) хурса тухатпăр.
Çынна, килти выльăха, кушаксемпе йытăсене чĕр чун çыртсан пĕр тăхтаса тăмасăр вырăнти медицина тата ветеринари специалисчĕсене пĕлтермелле. Çыртнă йытта е ытти выльăха вĕлерме юрамасть. Çийĕнчех кăкармалла, 10 кун хушши сывлăхне тĕрĕслеттерсе тăмалла. Уртаракан чир ертнĕ выльăха пусма юрамасть. Вĕсене вĕлермелле, ÿтне çунтарса ямалла.
Инкеке лекес мар тесен мĕн пĕлмелле-ха;
Йытăсене кăкаркăчра усрамалла, вĕсем пирки ял тăрăх администрацине тата ветеринари участокне пĕлтермелле. Çулталăкра пĕрре урнă чиртен прививка кирли пирки асрах тытмалла. Фермăсенче ăшă кĕтес тупнă кушаксемпе йытăсем пирки те манмалла мар. Картунта пурăнакан вăрманçăсен те выльăхĕсене укол тутармалла. Сунарçăсен чиртен сыхланман анчăксемпе сунара кайма юрамасть.
Уртаракан чир районта ан сарăлтăр тесен пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлемелле. Ял хуçалăх предприятийĕсен, ял тăрăх ертÿçисен, выльăх-чĕрлĕх усракан кашни çыннăн яваплăха туймалла. Йытăсемпе кушаксене усрамалли правилăна çирĕп пăхăнмалла.
П. ЕФИМОВ,
районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ.