АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешĕмĕрпе савăнатпăр

16 марта 2013 г.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан тивĕçлĕ канăва кайнă хисеплĕ вĕрентекенсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Патăрьелĕнче пурăнакан Анатолий Сергеевич Инжа. Паян эпир педагог-ветеранăн ĕçлĕ кун-çулне ырăпа çеç аса илетпĕр. Унтан тĕслĕх илмелли те, вĕренмелли те пайтах. Пултаруллă та çаврăнăçуллă, анлă тавра курăмлă учителĕн кун-çулĕ тумхахсăр иртмен. Йышлă ачаллă çемьере аслă пĕлÿ илсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тăма та ансатах пулман.

Çамрăк каччă мĕн пур вăя, ăса-тăна пухса малалла тапаланнă. Тăрăшни харама кайман. Патăрьелĕнчи педагогика училищинчен пĕрремĕш пĕлÿ илнĕ çамрăк тÿрех Канашри учительсем хатĕрлекен института çул тытнă. Малалла вара çамрăк специалистăн кун-çулĕ Алманчăри 7 çул вĕренмелли шкулпа çыхăнать. Кунта вăл физкультурăсăр пуçне географипе, химипе те вĕрентет.

Икĕ çул çар хĕсметĕнче пулнă хыççăн Анатолий Сергеевич каллех аслă шкула вĕренме каять. Хальхинче И. Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен педагогика институтĕнчи биологи факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. Ун чухнех вăл паянхи кунпа çеç çырлахман. Яланах мал ĕмĕтлĕ пулнă.

Ĕçтешĕмĕр пирĕн коллективра1965 çултанпа тăрăшнă. Анатолий Сергеевич 35 çул пĕр улшăнмасăр ачасене физкультурăпа спорта явăçтарас, сывлăхлă та тĕреклĕ ачасем çитĕнтерес тĕлевпе ĕçленĕ. Хăйĕн ĕçне чунтан юратнăранах вăл “Районти чи лайăх учитель”, “Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ отличникĕ”, “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ” хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Хăй те, унăн воспитанникĕсем те тĕрлĕ шайри ăмăртусенче яланах ырă тĕслĕх кăтартнă. А. Инжа тăрăшнипе тата воспитани панипе пирĕн шкултан хăйсен пурнăçне спортпа çыхăнтарнисем те сахалăн мар.

Хальхи вăхăтра та ветеран-педагог коллектив ĕçĕ-хĕлĕпе, спортри çитĕнÿсемпе кăсăклансах тăрать, пăшăрханать. Паян вара унăн хăйĕн савăнăç. Анатолий Сергеевич 80 çул тултарать. Ĕçтешĕмĕре сумлă юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, вăрăм ĕмĕр, канлĕ пурнăç, ăнăçу сунатпăр. Савăнатпăр Сирĕнпе, ĕçтешĕмĕр.

Е. ПАДИСОВА, вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика