16 марта 2013 г.
Раççей Правительстви “Раççей Федерацийĕнчи патшалăх техника надзор органĕнче регистрациленнĕ тракторсен, çул-йĕр строительствинче хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти машинăсен, прицепсен лару-тăрăвне пăхас тĕлĕшпе патшалăх тĕрĕс-левĕ ирттересси çинчен” постановление тĕпе хурса тата Чăваш Енри патшалăх технадзор планĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районти организаци-предприятин, ял хуçалăх эртелĕсен, фермер хуçалăхĕсен тракторĕсене, кăкарса çÿремелли хатĕрĕсене, ытти машинăсене мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 31-мĕшĕччен патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла. Çак тапхăрта техника мĕнле шайрине пăхма, çын сывлăхĕшĕн тата пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларманнине, çут çанталăка сиенлеменнине, машинăсен шутне тĕрĕс пĕлме палăртнă.
Организаци-предприятипе фермер хуçалăхĕсен, уйрăм çынсен хурçă “утсене”, прицепсене графикпа килĕшÿллĕн ятарлă кун тĕлне хатĕррисен ретне тăратма тивĕçлĕ йышăнусем тумалла.
Районти Гостехнадзор инспекцийĕнче пурĕ 1127 техникăна шута илнĕ, унтан 800-е яхăнĕ – тракторсем.
Ял хуçалăх предприятийĕсенчи парксене комисси членĕсем мартăн 15-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 20-мĕшĕччен çитсе тĕрĕслĕç.
И. ВАСИЛЬЕВ,
Гостехнадзорăн районти аслă инспекторĕ