16 марта 2013 г.
Ентешĕмĕр Л. Кураков халăх уттипе утма, унăн шухăш-кăмăлĕпе, тĕллевĕпе пурăнма пултарни пире чăннипех те савăнтарать. Унăн пархатарлă ĕçĕсене патшалăх та вырăна хурса хаклать. Çулне кура мар обществăлла пурнăçа хастар хутшăнать Лев Пантелеймонович, таçта та çитет, курать, çĕнĕлĕхпе паллашать. Мускавра социаллă гуманизм ыйтăвĕсене тишкерсе хаклакансен Пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш съезчĕ иртнĕччĕ. Асăннă форума та хутшăннăччĕ вăл. Унта Пĕтĕм тĕнчери социаллă гуманизм академине йĕркеленĕ. Делегатсем вара пĕр саслăн экономика ăслăлăхĕн докторне, Раççей вĕренÿ академийĕн академикне Лев Куракова унăн президентне суйланă.
Ентешĕн ĕçĕсем курăмлă, сумлă. Ăна асăрхаççĕ, шанаççĕ. Эпир унпа савăнатпăр.
С. КУЛАКОВА.