16 марта 2013 г.
Патăрьелĕнчи Турă амăшĕн Державнăй иконĕ ячĕллĕ чиркĕве 2001 çулта Чăваш Ен тата Шупашкар митрополичĕ Варнава пилленипе Чăваш Ен епархийĕн Кăнтăр округĕн благочиннăйĕ, Аслă Пăла Тимеш чиркĕвĕн настоятелĕ А. Сорокин тутарма пуçланăччĕ. Шел пулин те, Анатолий аттен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Çавна май храма çĕклесси пĕр вăхăта чарăнса ларчĕ. Халĕ ку ĕç çĕнĕрен вăй илчĕ темелле. Сăваплă çурта малалла тирпейлеме Туçари Çветуй Троица ячĕллĕ чиркÿ ертÿçине Николай аттене шаннă. Ĕç-хĕл еплерех пынипе Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн епископĕ Феодор та паллашрĕ. Халĕ кунта шалти ăш-чикке сăн кĕртме пуçăннă.
Храмра виçĕ алтарь пулмалла. Уявсен уявĕнче, Мăнкунта, пĕрне хута яма палăртаççĕ. Анчах укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Районта пурăнакансем 150 пин тенкĕ пухнă-ха. Акă, райпора вăй хуракансем хăйсен пĕр кунхи шалуне пама килĕшнĕ. Ытти организацисемпе предприятисенче вăй хуракансем те вĕсен тĕслĕхĕпе ыр кăмăллăх кăтартма пултараççĕ. Пурте пĕрле кар тăрсан аслă чиркÿ хута каятех.
(Хамăр корр.)