16 марта 2013 г.
Ачасемпе тăтăшах чăваш юррисене итлетпĕр. Пĕринчен тепри чуна пырса тивмелле вĕсем. Кирлĕ юрра шыраса тупас тĕллевпе кассета репертуарĕпе паллашатăп. Альбомра 100 юрă, итле çеç. Анчах вулама пуçларăм та, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. “Чаваш юррисем” тесе çырнă шултра саспаллисемпе. Ку мĕнле халăх; “Чăваш” пулмалла-çке! Малти сыпăкри а тăрри ăçта кайнă; Малалла вуланăçем шак! хытмалли тупăнсах пычĕ.
Сурхи кун (Л. Семенова). Меншен (К. Чекушкина). Анне – сута тенче (М. Туринге). Самрак качча (Е. Кузьмина). Емерти шапа (Л. Семенова). Шур акаше ай пулсасан (Е. Степанова). Вессе каĕс (Апельсин каччисем). Херле чечексем (А. Васильев). Çăлтăр çуна кассенче (С. Яковлева) тата ытти те.
Юрăçсем юррисене чăвашлах янраттараççĕ-ха. Çырни вара; Л. Семенова “Емерти шапа” юрă юрламасть пулĕ, сăвă авторĕ те çапла çырман ĕнтĕ. С. Яковлева та “суна” çинчен сăмах пуçармасть. Юррисене итлесе чун савăнчĕ, ячĕсене вуласан вара чун хурланчĕ. Çемçелĕх тата чарăну паллисем çинчен калаçмалли те çук. Мĕнле лартас килет çавăн пек усă кураççĕ.
Пĕрре чăваш учителĕсемпе вĕренме кайсан Шупашкар тăрăх киленсе çÿрерĕмĕр.Тăван чĕлхемĕрпе усă курнă вывескăсем сайра çеç тĕл пулаççĕ, йăнăшсем тÿрех куçа тирĕнеççĕ. Чарăну, суту-илÿ, предприяти, учреждени çурчĕсен ячĕсенче кăлтăксем пайтах. Кашнийĕшĕншĕн явап тыттарсан çитменлĕхсенчен хăтăлма та пулать пулĕ. Хăш-пĕр предприяти çапла тăвать те иккен. “Кĕрĕк” фирма пирки илтнĕччĕ. Хăйсен ятне урăхлатса, пăсса çырнине асăрхасан – явап тыттараççĕ. Тĕрĕс тăваççĕ те. Хаçат-журнал, телекăларăм, радио çак ыйтăва тăтăш çутатаççĕ. Çапах тимлесе çитерейместпĕр. Хамăр шухăша çирĕп пĕлтермелле, тĕрĕслесе тăмалла. Шĕкĕр хуламăр чăвашлах янратăрччĕ, хамăра хамăр ура хурар мар.
Патриархăмăр тăван халăха çутта кăларассишĕн ырми-канми тăрăшнă, вăйне шеллемен. Хăçан та пулсан ял ачисем вулама-çырма вĕренессе ĕмĕтленнĕ вăл. Тĕнчери ытти халăхпа пĕр рете тăма пултартăмăр. Чĕлхене сыхласа хăварнă халăхăн пуласлăхĕ çутă. Ăна упрасчĕ, çÿп-çап айне тăвас марччĕ.
С. КУЛАКОВА,