16 марта 2013 г.
Салтака кайса килнĕ арçынна яланах хисепленĕ. Ахальтен-им ывăл çуралсанах ваттисем: “Салтака кайма юрăхлă пултăр” – тесе пилленĕ. Ку ачана çирĕп сывлăхпа ÿсме каланиех.
Шел пулин те, Афган, Чечен вăрçисем тата массăллă информаци хатĕрĕсем чылай çар чаçĕнче хуçаланакан “асаттелĕх” тата йĕркесĕрлĕх пирки пĕлтернисем хăйсен витĕмне кăтартрĕç. Хăш-пĕр яшсем Тăван çĕр-шыва хÿтĕлессинчен пăрăнса юлма тăрăшаççĕ. Çапах та тÿрĕ чунлисем пайтах. Пĕлтĕрхи кĕрхи призывра Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчен 75 каччăн салтак аттине тăхăнмалла пулнă, 87-ĕн çар ретне тăнă. Утмăлăшĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕн пăхаттирĕсем. Вĕсем хăйсен çар тивĕçне Камчаткăран пуçласа Калининграда çитиех пурнăçлаççĕ. Первомайски каччи Д. Кочетков вара Президент полкнех лекме тивĕçнĕ.
Патăрьелĕнчи çар пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çĕр-шыва сыхлама кайнисенчен 34-шĕ водительсен “В,С” категориллĕ, пĕри “Д” ушкăнта. Вĕсен текех вĕренмелле те мар, тÿрех БМП е БТР çине ларма пултараççĕ.
Салтак аттине тăхăнассинчен пăрăнса çÿрекенсене халь пуçран шăлмаççĕ. Темиçе хут повестка панă хыççăн та комиссариата пыман яш ячĕпе уголовлă ĕç пуçлаççĕ. Айăпа кĕнине 80 пин тенкĕрен пуçласа 200 пин тенкĕ таранах штрафлаççĕ. Кун пек тĕслĕхсем районта та пулнă. Укçа тÿленисĕр пуçне каччăсен çар ретне тăма тивет. Кĕрхи призывра çеç “хура” списока лекнисем çиччĕн салтака кайнă.
– Çĕр-шыва сыхлама тăнисем хушшинче авланнисем те пур, вĕсем виççĕн. Патшалăх вĕсен çемйисене хÿтте илет, ачисене пособисемпе тивĕçтерет, – тет çар пай ĕçченĕ А. Шулепов.
Юлашки çулсенче тăван килĕнчен юта каякан каччăсене тăванĕсемпе кĕсье телефонĕпе калаçма ятарлă сим-карта та параççĕ.
О. ПАВЛОВА.