16 марта 2013 г.
Ирхинех Катя ăнланмалла мар туйăмпа вăранчĕ. Темшĕн ăна çĕнĕ кун кĕтменлĕх илсе килессĕн туйăнать. Хитререх тăхăнма, çÿçне илемлĕрех тума тăрăшрĕ. Ытти чухне сăрланман пике паян куç хăрпăкĕсене те хуратрĕ, тутине писевпе сĕрчĕ. Юлашки çулсенче тĕнчипех паллă тăвакан Валентин çветтуй уявĕнче унăн чипертерех курăнасси килчĕ. Тантăшĕсене пама хатĕрленĕ открыткăсене сумккине чикрĕ те шкулалла вĕçтерчĕ.
Пĕлÿ çуртĕнче кашни класрах “юрату çырăвĕсене” яма ещĕксем çакса хунă. Кун каçа вăл туп-туллиех пулать. Кăçал вара ытти çулхисенчен те нумайрах. Уроксем хыççăн тăххăрмĕш классем ăна пурте пĕрле уçрĕç те илме пуçларĕç. Катя хăйĕн ятне çырнă пысăк конверта курсан тĕлĕнсех кайрĕ. Ăна вăл тÿрех сумккине чиксе хучĕ. Хĕрĕн хăвăртрах килне каяс килчĕ. Анчах пурте пĕрле тортпа чей ĕçме, ташă каçĕ ирттерме палăртрĕç.
Тăххăрмĕшсем уява кăмăлтан паллă турĕç, чунтанах савăнчĕç: ташларĕç, юрларĕç. Унтан класс ертÿçипе пĕрле юрату, туслăх темисене хускатрĕç. Тавралăха каç чаршавĕ хупăрласан çеç ачасем килĕсене саланчĕç.
Чĕри савăнăçпа тулнă Катя пÿртне кĕрсенех никампа пĕр сăмах хушмасăр хăйĕн пÿлĕмне васкарĕ. Конверта уçрĕ те унта кĕвĕ кăларакан открыткăна курчĕ. Юратупа телей сунса çырнă сăмахсем чунне çунатлантарсах ячĕç. Вĕçĕнче вара паян каçхи 7 сехетре пикене умĕнче кĕтнине пĕлтернĕ. Çыраканĕ ятне палăртманни пĕр тĕлĕнтерчĕ, пĕр хумхантарчĕ.
Хĕр хăвăртрах киле панă ĕçсене туса пĕтерчĕ те ашшĕпе амăшĕнчен урама тухма ирĕк ыйтрĕ. Аслисем хирĕçлемерĕç, асăрханулăрах пулма çеç ыйтрĕç. Вĕсем те тĕпренчĕкĕн савăнăçлă сăн-питне асăрхарĕç-тĕр.
Палăртнă вăхăтра Катя килĕнчен тухрĕ. Умне çын пырса тăнине сиссе те ĕлкĕреймерĕ. Пăхрĕ те, хăй тахçанах килĕштерекен Алешăна асăрхарĕ. Пĕр çул аслăрах каччă унчченех ун кăмăлне каятчĕ, апла пулин те кун пирки вăл никама та каламанччĕ.
– Салам, Катя! Уяв ячĕпе сана, – терĕ те йĕкĕт çемçе тетте парнелерĕ. Çакна кĕтмен пике çухалсах кайрĕ. Унтан парнешĕн кăмăллăн тав турĕ.
– Катя, атя уçăлса çÿретпĕр, – чĕнчĕ Алеша. Хĕр хирĕçлемерĕ.
Малтанласа калаçу сыпăнмарĕ, каярахпа сăмах çăмхи сÿтĕлчĕ те сÿтĕлчĕ. Шкул, экзаменсем, малашлăх пирки пуплерĕç. Вăхăт çамрăксемшĕн пĕр сисĕнми шурĕ.
Алеша вăтана-вăтанах Ка-тьăн аллине тытрĕ. Хĕр килĕ умне çитсен те уйрăлма васкамарĕç. Çуралакан пĕр-ремĕш туйăм серепинчен иккĕшĕн те уйрăласси килмерĕ, анчах ыран шкула каймаллине те асра тытрĕç. Шăмат кун тĕл пулма калаçса татăлнă хыççăн Катя пÿртне кĕчĕ.
Телевизор пăхса ларакан ашшĕпе амăшĕ пĕр ыйту та памарĕç. Хĕрĕ ачалăхран уйрăлнине, çепĕç туйăм ытамне лекнине вĕсем питĕ лайăх ăнланчĕç.
Çывăрма выртсан та Катьăн ыйхи килмерĕ. Вăл Алешăпа ирттернĕ вăхăта тепĕр хут аса илчĕ, унăн сăнне куçĕ умне кăларчĕ. Парнеленĕ çемçе теттене юнашар хучĕ те ытамласа илчĕ, аллинчен вĕçертмесĕрех çывăрса кайрĕ.
О. ПАВЛОВА.