АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Америка пики Юхма ене кăмăллать

16 марта 2013 г.

Районти тĕп библиотекăра Вашингтонри Стэнфорд университечĕн студенчĕпе Кейт Линдсипе “çавра сĕтел” хушшинче тĕл пулу иртнĕ.

Кейт Линдси Америкăри çынсен пурнăçĕ, йăли-йĕрки пирки каласа кăтартнă, вулакансен ыйтăвĕсене хуравланă. Хăна Калифорнире, пысăк çемьере çуралса ÿснĕ иккен. Ашшĕпе амăшĕ хăйсен ачисене кăна мар, усрава илнисене те ура çине тăратнă.

Ют çĕр-шыв хĕрĕ Чăваш Республикине “Фулбрайт” программăпа килĕшÿллĕн килнĕ. Вăл – социолингвист, чĕлхесемпе кăсăкланать. Хăйĕн проектĕнче Кейт сахал йышлă халăхсен чĕлхисене тĕпчет. Кунта чăваш кĕрет. Вăл пирĕн çинчен хăйĕн тусĕнчен, Стэнфорд университетĕнчи биологипе психологи уйрăмĕнче ăс пухакан Андрейран пĕлнĕ. Каччăн амăшĕ Кĕçĕн Патăрьелĕнчен тухнă. Хăна унăн тăванĕсем патĕнче пурăнать, наука ĕçĕпе тăрăшать.

Кейт Линдси Патăрьелĕнче виçĕ кун ирттернĕ Андрейăн асламăшĕпе чăвашлах калаçнă. Вăл пирĕн чĕлхе питĕ килĕшнине пĕлтернĕ. Çав вăхăтрах хăй ирттернĕ ыйтăм ăна савăнтарманнине, хулара пурăнакансем тăван чĕлхене пĕлменнине, унпа калаçасшăн маррине асăрханă. Хĕр Юхмапа Пăла тăрăхĕпе паллашнă май район администраци пуçлăхĕпе Н. Глуховпа, чăваш халăх писателĕпе Юхма Мишшипе тĕл пулнă, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула çитнĕ. Унти учительсемпе, вĕренекенсемпе курнăçнă.

Пушă вăхăчĕ сахалтарах пулин те Кейт эрнере икĕ хутчен чăваш тата вырăс чĕлхисене вĕрентекен занятисене çÿрет. Шкулсенче ирттерекен уçă уроксене, театрсемпе музейсене çитме тăрăшать. Вырăс классикĕсен – Достоевскин, Толстойăн, Пушкинăн – произведенийĕсене кăмăлласа вулать. Чи юратнă хайлавĕ – “Анна Каренина”.

Кейт Линдси француз, араб, акăлчан, вырăс чĕл-хисемпе те шакăртаттарса калаçать.

– Халь чăвашла вĕренетĕп. Ыйтăм ирттернĕ май ман пата кашни кун тенĕ пекех çырусем килеççĕ. Вĕсене куçарма Андрейăн амăшĕ пулăшать, – тесе пĕлтернĕ хăна.

Ÿкерчĕкре вăл – сулахайран иккĕмĕшĕ.

(Хамăр корр.)

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика