16 марта 2013 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта акăлчан чĕлхи эрни иртрĕ. Çав вăхăтра кунта инçетри Америка пики Кейт Линдси килсе кайрĕ, вĕренекенсемпе тĕл пулу урокĕсем ирттерчĕ. Çав самантсем ачасене питĕ килĕшрĕç. Америка пики çитĕнекен ăрăва хăй нумай чĕлхепе калаçма пултарнипе тĕлĕнтерчĕ. Вĕренекенсем тĕл пулура тĕрлĕ ыйту хуравне тупрĕç. Кейт Линдси вĕсене чăвашла ăнлантарчĕ. Çакă ачасемшĕн тĕлĕнмелле туйăнчĕ. Çакнашкал тепĕр тул пулу апрель уйăхĕнче пулĕ.
Пирĕн шкула чăн-чăн акăлчан çынни килсе курнишĕн эпир питĕ хĕпĕртетпĕр.
Ют чĕлхе эрни çулленех иртет. Çакă вăл ачасен пĕтĕмĕшле тавракурăмне ÿстерет, пĕлĕве малашнехи пурнăçра усă курма пулăшать.
Эрне вăхăтĕнче паттăрлăх урокĕсем иртрĕç. Вĕсем вăрçă çулĕсенче çамрăк пионерсен хăюлăхне çутатаканскерсем пулчĕç. Ачасем акăлчанла сăвăсем вуларĕç, презентацийĕсене кăтартрĕç. Вĕренекенсем çак хăюллă пионерсем пек пулма сăмах пачĕç.
Аслă классенче çут çанталăк темипе çырнă сочинени конкурсĕ иртрĕ. Ачасем хăйсен ĕçĕнче çак темăна акăлчанла çутатса пачĕç.
Е. МАТРОСОВА.