20 марта 2013 г.
Шăнкăртамри Миневазых Насибулловичпа Наиля Алимзяновна Алимовсен çемйинче пĕрремĕш ывăл Дамир çуралсанах ваттисем “Ашшĕ-амăшне хисеплекен, çĕр-шыва юрăхлă çын пултăр” тесе пил панă. Аксакалсем чун-чĕререн калани пурнăçланнă темелле. Каччă çемьере те, шкулта та тивĕçлĕ воспитани илсе Шупашкарти Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетне вĕренме кĕнĕ. Инженер пулас шухăш ытахаль тĕвĕленмен çамрăкăн пуçĕнче. Çемье династине тытса пырас тĕллевпе вăл ашшĕ пекех ăста строитель пулма тĕв тытнă. Ĕмĕчĕсем çилпе вĕçменни куç умĕнчех.
Аслă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вăл хăйĕн пурнăçĕнчи тепĕр тĕллевне пурнăçланă: тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме кайнă. Çур çул ытла ĕнтĕ Шăнкăртам каччи салтак аттине тăхăнни. Паян вăл Мускав облаçĕнчи çар чаçĕнче службăра тăрать. Сержант тÿрĕ чунлă та пултаруллă. Кирек мĕнле ĕçе те тĕплĕн, вăхăтра пурнăçлать. Ахальтен мар ĕнтĕ чаç командирĕ Дамирăн ашшĕ-амăшне çĕр-шыва юрăхлă каччă çитĕнтерсе панăшăн чун-чĕререн тав туса çыру янă. Кăмăллă хыпар кăмăла çĕклет. Ашшĕ-амăшĕн савăнăç куççулĕ вара вĕсем чăнах та маттур каччă çитĕнтернине çирĕплетет.
А. НИКОЛАЕВА.