20 марта 2013 г.
Çуркунне çитнĕ май техникăна хатĕррисен ретне лартма та вăхăт. Чылай ял хуçалăх предпритийĕнче, фермер хуçалăхĕнче яваплă тапхăр умĕн çанă тавăрсах хĕрÿ ĕçе пуçăннă. Районта тракторсемпе кăкарса çÿремелли хатĕрсене юсасси мĕнле пынипе Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсене тата ытти техникăна тĕрĕслекен патшалăх инспекцийĕн начальникĕ В. Дмитриев та кăсăкланчĕ. Вăл Гостехнадзорăн районти аслă инспекторĕпе И. Васильевпа пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, ял хуçалăх пайĕн начальникĕпе М. Калмыковпа тĕл пулчĕ, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче акана хатĕрленесси еплерех пынипе кăсăкланчĕ. Унтан районти чăх-чĕп станцине çитсе курчĕ.
Станцинче пĕр трактор çеç. Ăна кăçал çеç туяннă пулсан та çула тухма юрăхлине тĕплĕн тĕрĕслерĕç. Тормоз системи, сигнал, фарăсем тата ытти те лайăх ĕçлеççĕ. Прицепа сăрласа сипленĕрен çĕнĕ пекех курăнать.
В. Дмитриев арманпа, мастерскойпа, чăх-чĕп инкубаторĕпе паллашрĕ, палăртнă çитменлĕсене пĕтерме хушрĕ. Çавăн пекех вăл техника хăрушсăрлăхне мĕнле пăхăннипе те интересленчĕ. Рабочисемпе инструктаж ирттернĕ. Литература çителĕклех. Инструктаж журналĕнче туса çитерменнисем пур, вĕсене М. Кляжев инженер çийĕнчех пĕтерме пулчĕ.
Малалла çул професси училищи енне выртрĕ. Шупашкартан килнĕ хăна кунти техника бази пирки сăмах пуçарчĕ.
О. ПАВЛОВА.