АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пин юррăмран пĕри анчах юлайтăр...

20 марта 2013 г.

Иртнĕ чĕрĕк ĕмĕрте чăваш поэзи классикĕн Митта Ваçлейĕн юбилейĕсене ирттерме мана кашнинчех тенĕ пекех хутшăнма тивнĕ.Хăшĕнче –ĕçри тивĕçĕмпе, хăшĕнче– общество порученийĕсене пурнăçласа...

Мухтавлă ентешĕмĕре асра тытса районти шкулсенче, культурăпа çутĕç учрежденийĕсенче чылай мероприятисем йĕркелеççĕ.Республикăн тĕп хулинчен чыслама килекен делегацисене те пĕрре кăна мар кĕтсе илнĕ. Анчах кăçалхи пек пысăк “десант” аннине астумастăп. Шăп юбилей кунĕнче, тĕрĕсрех каласан, мартăн 5-мĕшĕнче Патăрьелне лăк тулли автобус килсе çитрĕ: Чăваш енĕн искусствăпа культурăн паллă хастарĕсем, ташă-юрă ăстисем, тăван чĕлхе вĕрентекенĕсем...Пĕрлех– Миттана хисеплесе аякран-аякран çула тухнă хăнасем. Çакă хальхи 105 çулхи юбилее йĕркелеме район администрацйĕ кăна мар, Чăваш Наци Конгресĕ тата Митта Ваçлей Фончĕ те хастартарах хутшăннинчен килчĕ пулĕ тетĕп.

Хаклă хăнасене чăн малтан район администрацийĕнче район ертÿлĕх пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Мансур Калмыков (администраци пуçлăхĕ хăй отпускраччĕ) кăмăллăн йышăнчĕ, район экономикин тата социаллă пурнăçĕн аталанăвĕпе паллаштарчĕ, ыйтусем çине тулли хуравсем пачĕ. Ун хыççăн Патăрьелĕнчи 7-мĕш професси училищине çитсе курчĕç. Район центрĕнчи “Çăкăр” музей те хапăл пулчĕ Миттаçăсене. Валентина Маллина директор йĕркеленипе кунта Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулăн 5-мĕш “В” класĕнче вĕренекен хĕр ачасемпе арçын ачасем Митта Ваçлей пултарулăхне кăтартакан литмонтаж хатĕрленĕ. Классик сăввисене чăваш ывăл-хĕрĕпе пĕрлех тутар ачисем те çивĕч вулани кашнинех тĕлĕнтерчĕ. Шел те, анлă программăна туллин пăхма вăхăчĕ сахалтарах. Çавна пулах районти тĕп библиотекăра сăвă-калав çырма юратакансен “Мехел” клуб членĕсемпе те курнăçма май пулмарĕ – васкамалла.

Митта Ваçлей юбилейне халалланă тĕп мероприятисем поэт çуралнă ялта, Аслă Арапуç шкулĕнче иртрĕç. Хăнасем пыриччен кунта таврари вăтам шкулсенче вĕренекенсем Митта Ваçлей сăввисене вулас енĕпе пысăк конкурс ирттернĕ. Пĕлÿ çурчĕн акт залĕнче унăн çĕнтерÿçисем тепĕр хут сцена çине тухса хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Малалла пысăк зала пухăннă шкул ачисемпе, вĕрентекенсемпе, ашшĕ-амăшпе ăш-пиллĕ калаçу пуçланчĕ. Ăна сĕм кĕртекенни республикăри Митта Ваçлей Фончĕн ертÿçи, паллă журналист, халăхсен хутшăнĕвĕсен хастарĕ, хамăр тăрăхри Начар Упи ялĕнче çуралса ÿснĕ Илле Иванов пулчĕ. Вăл Митта Ваçлейĕн синкерлĕ те тертлĕ кун-çулне тата литературăри пултарулăхне тĕплĕн уçса пачĕ. Сталин саманинче ним айăпсăр “халăх тăшманĕ” пулса тăнă ентеш 17 çул тĕрмесемпе ссылкăсенче нушалансан та çынлăха çухатман, тĕрĕслĕх çиеле тухасса ĕненнĕ, шаннă. Çавăнпа унăн ячĕ паян та, вилнĕренпе ултă теçеткене яхăн çул иртсен те, манăçмасть. Манăçмалла та ан пултăрччĕ.

Сăмах илекенсем пайтах. Вĕсен хушшинче: чăваш халăх художникĕ Неççе Кули (Николай Енилин), ЧНК элчи Эдуард Бахмисов, Хакас халăх сăвăçи тата шаманĕ Людмила Кабежикова, Шупашкарти 56-мĕш тата 20-мĕш вăтам шкулсенче тăван чĕлхене вĕрентекенсем, РФ вĕрентÿ ĕçĕн отличникĕсем Галина Николаева тата Начар Упи хĕрĕ Валентина Лисицына, райоти тĕп библилотека ĕçченĕ Нина Мазякова...

Тĕл пулу вăхăтĕнчех Митта Ваçлей премийĕн çĕнĕ лауреачĕсене чысларĕç. Кăçал ăна тĕрлĕ номинацисенче Юрий Сан çыравçă, Мари республикинче пурăнакан Лайд Шэмйер (Владимир Козлов) литератор тата журналист, Хакас халăх çынни Харамоос (Геннадий Тендюшев) историк тата тĕпчевçĕ тивĕçнĕ. Вĕсене ятарлă хутпа тата таса кĕмĕлтен тунă Митта сăнĕллĕ медальсемпе наградăларĕç. Пысăк чыса тивĕçнисем хушшинче пирĕн ентешсем пурри уйрăмах савăнтарать. Акă, Николай Николаевпа Анатолий Бабаева чăваш юррисене халăхра анлăн сарнăшăн асăннă премине пама йышăннă. Комисси Николай Григорьевич Турцинче тĕнче шайĕнчи конкурссене хутшăнса чăваш халăх пултарулăхне çÿллĕ шайра кăтартнине, Анатолий Алексеевич вара район ертÿлĕх шайĕнче ĕçленĕ чухне Митта пултарулăхне пропагандăлас тата ятне ĕмĕрлĕхе сыхласа хăварас енĕпе пысăк тÿпе хунине шута илнĕ.

Аслă Арапуçсене Аврам Бурундуков композитор, Фарида (Фарида Файзуллина) юрăç тата Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕнчи Марина Тимукова ертсе пыракан ташă ушкăнĕ паха ташă-юрăпа савăнтарчĕç.

Юлашкинчен Шупашкартан килнĕ хăнасем Митта Ваçлей вилтăпри çинче пулса чĕрĕ чечексем хучĕç, пурнăçран ир уйрăлса кайнă ентеше асăнчĕç.

Николай ЛАРИОНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика