20 марта 2013 г.
Алексей аттене юбилей ячĕпе саламланăМартăн 14-мĕшĕнче Улатăрпа Пăрачкав епископĕ Феодор Патăрьелĕнчи Александр Невский ячĕллĕ чиркÿре пулчĕ. Владыкăна Патăрьел çĕрĕ çине кăçал иккĕмĕш хут та килме Турă пÿрчĕ.
Хальхинче те ăна хисеп туса чиркÿ умĕнче район администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Валерий Осипов, III округ Благочиннăйĕ Сергий протоиерей, Первомайски, Патăрьел чиркĕвĕсен настоятелĕсем, христос тĕнне ĕненекенсем çăкăр-тăварпа, чĕрĕ чечексемпе кĕтсе илчĕç.
Турă Амăшĕн Державнăй иконĕн кунне паллă тунă май владыкăпа пĕрле чиркÿ настоятелĕсем литурги ирттерчĕç. Аслă типĕ умĕн епископ пурне те типĕ тытса çылăхсене каçарттарма пил пачĕ.
Уявăн тепĕр савăнăçĕ – Патăрьелĕнчи Александр Невский ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Алексей (Алексей Кириллович Федоров) протоиерейĕн 80 çулхи юбилейĕ. Священник 45 çул тĕрлĕрен чиркÿсенче ертÿçĕре тăрăшнă. Владыка Алексей аттене юбилей ячĕпе ăшшăн саламларĕ, вăрăм кун-çул сунчĕ, вăл республикăра хисеплĕ те опытлă священниксенчен пĕри пулнине палăртрĕ.
Федоровсем тăватă хĕр те икĕ ывăл çитĕнтернĕ, чылайăшĕ ашшĕ çулĕпе кайнă.
Протоиерее сулмаклă юбилей ячĕпе Патăрьел ял пуçлăхĕ Анатолий Моисеев тата ытти чиркÿ çыннисем те саламларĕç.
(Хамăр корр.)