13 января 2016 г.
Районта иртсе кайнă кивĕ çулталăка пĕтĕмлетнĕ тапхăрта савăнăçа пайламалли сăлтавсем сахал мар пулчĕç. Вăл шутра уйрăм çынсен пархатарлă ĕçне патшалăх шайĕнче çеç мар, Раççейре хак пани те пĕлтерĕшлĕ. Вĕсенчен пĕри Анат Туçа хастарĕ Л. Кузнецов. Паян район администраци пуçлăхĕн çумĕнче тăрăшакан Леонид Валерьевич маларах, çак яваплă должноçа йышăниччен, фермер хуçалăхне ертсе пырса пахча çимĕç туса илес тĕлĕшпе тимлерĕ. Çаврăнăçуллă çĕр хуçи хăйĕн тивĕçне тулли кăмăлтан пурнăçланăранах унăн ĕçĕ кал-кал та ăнса пычĕ. Вăл çитĕнтерсе илнĕ пахча çимĕç Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсене алхапăлах ăсанчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ çаврăнăçуллă çĕр хуçине Раççейри Микрофинанс центрĕ Citi Фонд пулăшăвĕпе пĕчĕк предпринитательсем хушшинче йĕркеленĕ конкурсра "Раççейри чи лайăх предприниматель _2015" хисеплĕ ята çĕнсе илчĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн районта фермер хуçалăхĕсем, уйрăм çĕр хуçисем, усламçăсем сахал мар. Апла пулсан вĕсем пурте район влаçĕн çамрăк ертỹçинчен тĕслĕх илме пултараççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)