АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тасатман çул инкек сăлтавĕ ан пултăр

13 января 2016 г.

 Çĕнĕ çул хăйпе пĕрле юр та илсе килчĕ. Хĕллехи вăрăм каникулта вăл лапка-лапка çурĕ, çавна май çул-йĕр ĕçченĕсен канмалли кунсенче те куллен тенĕ пекех вăй хума тиврĕ.

Автобуссем вăхăтра рейса тухчăр, çынсем палăртнă вырăна çитчĕр тата инкек-синкек ан пултăр тесе çур çĕр иртсенех, нумайăшĕ тутлă тĕлĕк курса çывăрнă чухнех, "Чувашавтодор" пĕрлешĕвĕн Патăрьелĕнчи çул-йĕр тăвакан тата юсакан управленин техники район, республика шайĕнчи çулсене юртан тасатма тухать. Пăрлă вырăнсене хăйăрпа тăвар хутăшне те сапаççĕ. Сăмах май, ăна çителĕклĕ янтăланă.

_ Хĕлле çанталăк час-часах пăсăлать: юр та çăвать, тăман та тустарать... Çакна шута илсе управленинче талăкĕпех дежурство йĕркеленĕ. Çула тасатма пурĕ 12 техника хутшăнать. Çĕмрĕлнисене вырăнтах юсатпăр. Хăш-пĕр йывăрлăхсем пур, паллах, анчах вĕсене çĕнтерсе хамăра шаннă çулсене вăхăтра тасатма тăрăшатпăр, _ тесе пĕлтерчĕ управлени директорĕ Валерий Рубцов.

Юр çулсене кăна мар, павильонсене те х2ĕвет. Ятарлă бригада автобуссем чарăнакан вырăнсене, кĕперсене тасатать.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика