АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çулпа Раштав савăнăçлă иртрĕç

13 января 2016 г.

Январь уйăхĕ мероприятисенчен пуян. Православи тĕнне ĕненекенсем те чи пысăк уявсенчен пĕрне _ Раштава _ районти культурăпа кану центрĕнче анлăн паллă турĕç.

"Раштав çăлтăрĕ-2016" фествале ача-пăча пултарулăх коллективĕсем, Улатăр тата Пăрачкав епископĕ, Феодор преосвященнейший, Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн виççĕмĕш округĕн Благочиннăйĕ Сергий Пегасов протоиерей, Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн тăваттăмĕш округĕн Благочиннăйĕ Николай Чувашов протоиерей, район администраци пуçлăхĕн çумĕ Леонид Кузнецов хутшăнчĕç.

Фестивальте ачасем хăйсен пултарулăхне туллин кăтартрĕç. Çĕнĕ çула тата тĕне, тăван çĕршыва халалланă юрăсем юрларĕç, чуна тыткăнлакан сăвăсем вуларĕç, ташларĕç, уява халалланă инсценировкăсем кăтартрĕç. Çак кун сцена çине 400 ытла ача тухрĕ. Шăмăршă районĕнчи вырсарни шкулĕсенче ăс пухакансем те пушă алăпа килмен, вĕсем те хăйсен ăсталăхĕсемпе паллаштарчĕç. Куракансем кашни ачана алă çупса хавхалантарчĕç.

_ Христос çуралнă кун пурин чĕрине те ăшăтать, _ терĕ уяв вĕçленнĕ май фестивале хутшăннă ачасене диплом тата кучченеç панă чухне Сергий Пегасов протоиерей (ỹкерчĕкре).

Фойере районти ачасене хушма пĕлỹ паракан центр йĕркеленипе "Хĕллехи фантази" курав ĕçлерĕ (ỹкерчĕкре).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика