13 января 2016 г.
2015 çул истори страницине çырăнса юлчĕ. Хаçатçăсемшĕн вăл начар пулăмсемпе палăрмарĕ. Çĕнĕ çулталăка та "Авангард" хаçатăн коллективĕ савăк кăмăлпа пикенчĕ. Умма лартнă тĕллевсене пурнăçланипе çеç мар. Кун валли тепĕр тĕп сăлтав та пур: кăçалхи çур çулта район хаçатне илсе тăракансен йышĕ 200 экземпляр ытла ỹсрĕ! Çапла вара пирĕн "чун апачĕ" паян чăвашла тата тутарла чĕлхесемпе 4953 çемьене саланĕ. Çакă, паллах, почта ĕçченĕсен пархатарлă ĕçĕ, вулакансем пирĕн хаçатăмăра хисеплени, хак пани.
Тавах сире пурне те пирĕнпе пĕрле пулнăшăн. Малашне те пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пырар!
"Авангард" хаçат редакцийĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)