13 января 2016 г.
Шкулта вĕренекенсем ачаранах сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхса пыраççĕ. Çапла пулма вĕренỹ çуртĕнче тĕрлĕ кружок ĕçлени те пулăшать. Вĕренекенсем Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорткомплексне тăтăшах çỹреççĕ. Унта пулакан район, республика шайĕнчи ăмăртусене ачасем хастар хутшăнаççĕ. хальхинче бассейна çỹреме кăмăллакансем шывра хăвăрт ишессипе тупăшрĕç. Вăтаммисенчен пĕрремĕшне 7б йышăнчĕ. Н. Мазяков, С. Кошкина, Д. Нуршанов, С. Савдерова, А. Митин _ команда хỹтĕлевçисем. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ 7а тата 6а классем.
Аслисенчен 10е-не çитекенни пулмарĕ (класс ертỹçи Н. Чумерин). "Лайăх ишевçĕсем" ята С. Кошкина, М. Сейфуллина, Т. Елистратова, П. Друшинин, С. Силюков, Р. Куликов, Н. Мазяков, А. Майоров, С. Кальметова тивĕçрĕç. В. Ялуков, А. Шаймин, С. Быкова чемпионсем пулчĕç.
Шкул администрацийĕ хастарсене Хисеп грамотипе наградăларĕ.
В. АНТИПОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)