13 января 2016 г.
Кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнче хĕллехи спорт тĕсĕсен республикăри центрĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн парнисене çĕнсе илессишĕн çемьесем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусем иртнĕ. Пĕтĕмпе спорта 63 çемье, хĕллехи спорт ăмăртăвĕсене юратакансем, ветерансем хутшăннă. Савăнăçлă пулăма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков хутшăннă. Спорта кăмăл тăвакансене регион Ертỹçи ăшшăн саламланă: "Паянхи кун йĕлтĕр çине тăнă кашни çын çĕнтерỹçĕ. Çакăн пек савăк кăмăла эсир çулталăк тăршшĕпех упраса пурăнăр", _ тенĕ вăл ырă сунса.
Улттăмĕш хут Нăрваш Шăхалĕнче Çĕнĕ çул пуçламăшĕнчех йăлана кĕнĕ мини-футбол вăййи иртрĕ. Ăна Мулендеевсен çемйисем йĕркелеççĕ. Ăмăртăва пуçласа яраканĕ тата тытса пыраканĕ медицина наукисен кандидачĕ, аслă категориллĕ врач, хулари стоматологи учрежденин тĕп врачĕн çумĕ С. Мулендеев.
Ăмăртăва 10 команда пуçтарăнчĕ. Вĕсем виçĕ ушкăнпа вылярĕç. Кашнийĕшĕнчех вăйăсем çав тери çивĕч иртрĕç. Хăйсен ушкăнĕсенче çĕнтерсе финалти пайра выляма ялти "Ветерансем", "Шигали", "Окна" фирма, "Молодежь" командăсем тивĕçрĕç. Çĕнтерỹçĕ ята вара "Шăхаль" команда илчĕ. Турнирăн тĕп призĕ _ така.
"Чи лайăх вылякан" ята А. Григорьев тивĕçрĕ. "Чи нумай гол кĕртекенни" _ И. Алексеев, "Чи лайăх тапăнакан" _ И. Афанасьев, "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ _ Д. Лаврентьев, "Чи лайăх вратарь" _ А. Владимиров, "Чи çамрăк вылякан" _ Н. Шалтынов, "Чи аслă вылякан" В. Кузьминпа В. Николаев футболистсем пулчĕç. Çĕнтерỹçĕсене ял тăрăхĕн ертỹçи Н. Раськин тата район администраци пуçлăхĕн çумĕ Л. Кузнецов саламларĕç.
Тухтăра асăнса
Сăкăтсем тăваттăмĕш çул хăйсен ентешне Николай Елкина асра тытса волейбол турнирĕ ирттереççĕ. Кăçал унта сакăр команда пуçтарăнчĕ. Сăкăтсем, Шăнкăртамсем икшер, Туçа, Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕсем, ЗАО "Батыревский" тата ФСК "Паттăр" пĕрер ушкăнсем тăратнă. Турнира район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М. Айзатуллов, район депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ Е. Мартышкин, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ Н. Андреева, республикăри ĕçпе социаллă хỹтлĕх министрĕн пĕрремĕш çумĕ С. Викторов, Сăкăт ял тăрăхĕн ертỹçи Л. Чернов, Н. Елкинпа пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем, тăванĕсем уçрĕç.
Турнир çĕнтерỹçисем _ спорт комплексĕн волейболисчĕсем.
В. БОРОДКИН
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)