13 января 2016 г.
Çĕнĕ Шупашкарти спорт комплексĕн манежĕнче 1998, 1999, 2000 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче Раççей Геройĕ Н. Гаврилов генерал-лейтенант призĕсене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Раççей шайĕнчи уçă турнир иртрĕ. Унта 16 регион спортсменĕ пуçтарăнчĕ. Ăмăртăва пирĕн район кĕрешỹçисем те хутшăнса вăй виçрĕç.
Турнира Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев уçрĕ. Ăмăрту икĕ куна тăсăлчĕ. Республика тата район чысне хỹтĕлесе çурма финалта аслисем хушшинче 125 килограмлă виçе категорийĕпе Хирти Пикшик ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ чăваш патшалăх университечĕн виççĕмĕш курсĕнче вĕренекен И. Чемеров виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ.
69 килограмлă виçере Çĕнĕ Шупашкарти олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Кĕçĕн Арапуçĕнче çуралса ỹснĕ А. Чашкин çурма финалта кĕрешсе виççĕмĕш тухрĕ. Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта 11 класра вĕренекен А. Реймов вара 100 килограмлисен хушшинче пĕрремĕш вырăна алăран ямарĕ. Çĕнтерỹçĕсем парнесене, медальсене, дипломсене тивĕçрĕç. Çитĕнỹсенче А. Камалетдинов хисеплĕ тренерăн тỹпи пысăк.
М. ЗЕЙНЕТДИНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)