16 января 2016 г.
Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулта акăлчан чĕлхин эрни иртрĕ. Мĕн палăртни пурнăçланчĕ тесен те юрать. Саккăрмĕшсемпе Ч. Ишмуратова "Космоса тĕпчени" уçă урока вăйă мелĕпе те, калаçу йĕркипе те йĕркеленĕ. Виççĕмĕшсемпе М. Ибетова апат-çимĕç темине шĕкĕлчерĕ. Икĕ команда мĕн вĕреннине çирĕплетсе хăварас енĕпе ăмăртрĕ. Тăваттăмĕшсем класс тулашĕнчи мероприятинче ют чĕлхене епле ăнкарнине, пĕлнине кăтартрĕç, кĕçĕннисемпе вара акăлчанла калаçакан çĕршывсен ялавĕсене ỹкерес енĕпе конкурс пулчĕ. Унта Д. Алеев, И. Велиуллов, Г. Купкянов, Д. Якушев, Д. Курякова, А. Ба-гманова, Н. Яфизов, И. Карама çĕнтерчĕç.
Пиллĕкмĕшсен пĕр ушкăнĕ Лондонри зоопарка "çитрĕ". Теприсем викторинăна хутшăнчĕç.
Вĕренекенсем "Манăн шкул, "Раççейĕн паллă вырăнĕсем", "Манăн çемье" проектсен выставкисене курса савăнчĕç. Вĕсенче Р. Садретдинова, Л. Янешова, Л. Махмутова, А. Айзетуллова, А. Ильясова, А. Шарафутдинова тата ыттисем ырă тĕслĕх кăтартрĕç. "Лайăх куçаруçă" конкурсра Г. Шарафутдинова, А. Шрша çĕнтерчĕç. "Манăн анне" сочинение вара М. Кдрасова, Э. Бурчаклы, И. Ибетова, Л. Самарина, Р. Алеев, Ф. Емаков, Э. Кдрасова, Д. Амалеев ăста шăрçаларĕç.
Акăлчан патшалăхĕн йăли- йĕркине тĕпчесси те тĕп вырăнта пулчĕ. Ку енĕпе Г. Шарафутдиновапа Л. Ильясова презентацийĕсем кăмăллă. Тăван тавралăх, хăйсем çинчен ăста каласа парассипе А. Шрша, Л. Янтыкова, А. Куракова, Л. Куртлюкова, Р. Карама палăрчĕç.
Кашни çĕнтерỹçĕ эрне вĕçĕнче Хисеп грамотине тивĕçрĕ.
Р. ШАРАФУТДИНОВ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)