16 января 2016 г.
Юлашки çулсенче тĕрлĕрен яваплă кантурсен çурчĕсем çине виççĕмĕш вăрттăн "куçсене" вырнаçтарни йĕрке хуралĕн сотрудникĕ- сен ĕçне самай çăмăллатать темелле. Камерăна çаклансан _ унталла-кунталла пăркаланнин усси çук, пакунлисем икĕ алла çурăм хыçне хураççĕ-хураççех. Нумай пулмасть "Россельхозбанкăн" видеосăнавĕн кадрне лекнĕ пĕр пуçтахпа та çаплах пулса тухнă. Апăрша çамрăкĕн кун пирки пуçра пĕр шухăш та пулман-тăр çав... Çаксер салонта хуçасăр сумкăри пысăк фотоаппарата асăрхать те никам сисиччен тилĕ пек вăрттăн тухса шăвăнать. Хăй вара таçта çити тапса сиксе йĕрне те çухатаймасть. Пакунлисен хальхи вăхăтра ку тĕлĕшпе опыт çителĕклĕ _ специалистсем видеосăнава каялла çавăрттарса пăхнă та _ усал шухăшлăскерне çийĕнчех ярса тытнă.
Шар куракан вара сумкишĕн е унти ăпăр-тапăрĕшĕн те хыпса ỹкмен, тỹрех фотоаппаратри мăнукĕсен сăн ỹкерчĕкĕсем пуçĕпех çухалнишĕн пăшăрханнă. Паянхи асанне-кукамайсем хăйсен чун тĕпренчĕкĕсемшĕн пурте çапларах кулянаççĕ çав...
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)