16 января 2016 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти строительство комплексĕнче, çул-йĕрпе кредит-финанс организацийĕсенче тăрăшакан ертỹçĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ.
Палăртнă мероприятие РФ Федераци Пухăвĕн Федараци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Ен вице-премьерĕ Михаил Резников хутшăннă.
Канашлура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев строительство тата предпринимательсене кăçалхи 2016 çулта обществăлла инфратытăма аталантарма финанс тĕлĕшĕнчен 8 млрд 550 млн тенкĕ куçарассине пĕлтернĕ. Палăртнă укçа-тенкĕрен 661 млн тенки вара нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркеленĕшĕн пулăшу пулнине палăртнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)