16 января 2016 г.
Çак кунсенчех республикăри район тата хула администрацийĕсен, ял поселенийĕсен ертỹçисемпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Ĕçлĕ канашлăва РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чă- ваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертỹçи Юрий Васильев, регионти ĕç тăвакан влаç органĕсен ертỹçисем хутшăннă.
"Çĕр _ тĕп пуянлăх, яллă районсенче тĕп тупăш çăл куçĕ шутланать. Лаптăксене нумай çул пушă вырттаракан хуçасенчен туртса илме хатĕр тăричченех çирĕп ыйтмалла. Хула-ял тăрăхĕсен харпăрлăхне кĕрекен пĕтĕм пурлăх тупăш кỹмелле", _ тенĕ регион Ертỹçи. Канашлура бюджетăн тупăш пайне пуянлатас тĕллевпе муниципалитет йĕркеленĕвĕсем мĕнле пурлăхпа тата еплерех усă курни пирки ытларах чарăнса тăнă. 2016 çулта Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ иртесси пирки асăннă. Ял хуçалăх валли уйăрнă усă курăнман çĕр лаптăкĕсене те çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă. Çĕрсене ытларах пусă çаврăнăшне кĕртме, район тата хула центрĕсенче тĕрлĕ сервиссем уçма, парикмахерскисем хута ярассипе ĕçлеме сĕннĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те çивĕч пăхса тухнă, кашнийĕнпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)