АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă йăлана малалла тăсар

16 января 2016 г.

Районти "Авангард" хаçатăн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ "Çулталăк çынни" конкурс пуçласа старт илни сахал вăхăт мар. Кăçал халăх хуçалăхĕпе социаллă пурнăçра хăйсен хастарлăхĕпе, пултарулăхĕпе районта ят-сум çĕнсе илнĕ, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан халăхшăн пысăк ĕç тунă çынна вунвиççĕмĕш хут палăртăпăр. Йăлана кĕнĕ йĕркепе вара конкурс итогĕпе район пичечĕн çуралнă кунĕнче, февралĕн 8-мĕшĕнче, паллаштарăпăр. Кăçалхи пĕтĕмлетỹ район хаçачĕн çавра паллипе тỹр килет. Пуçласа "Паянхи сас" ятпа вулакан патне çитме пуçланă тăван "Авангардăмăр" шăпах çак кунхине 85 çул тултарать!

Хаçат вулаканĕсене маларахри çулсенчи çĕнтерỹçĕсен ячĕсене те асăнса хăварасшăн. А. Хитров (1997), М. Петров (1998), Р. Айнетдинов (1999), И. Владимиров (2000), С. Богданов (2001), Т. Каштанова (2002), Г. Афанасьев (2003), В. Еремеев (2004), П. Ефимов (2011), Р. Селиванов (2012), А. Воробьева (2013), Н. Андреева (2014) хăйсен ĕçĕпе, пултарулăхĕпе, хастарлăхĕпе тĕрлĕ çулсенче вулакансен шанăçне кĕнĕ.

Ятарлă комиссин йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн конкурса хутшăнма ку таранччен мĕнпурĕ 158 ăн тивĕçнĕ. "2015 çул çынни" конкурса хутшăнма вара комисси çак юлташсене суйласа илнĕ. Çĕнтерỹçĕне палăртма вара сирĕн хастарлăхăр ытларах пулăшĕ.

Александр Илюткин _ "Исток" çĕр ĕç фирмин ертỹçи;

Сергей Никитин _ Алманчăри культура çурчĕн директорĕ;

Рустям Минаев _ Кзыл Чишма ял тăрăх пуçлăхĕ,

Чулпан Ишмуратова _ Шăнкăртамри _ Феизов ячĕллĕ шкул учительници,

Анатолий Кольцов _ Турханти врач амбулаторийĕн тухтăрĕ;

Ильфак Алеев _ спорт шкулĕн тренерĕ,

Елизавета Быкова _ районти предприниматель,

Светлана Кулакова _ "Авангард" хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ,

Миневазых Алимов _ районти "Стройкомфорт" пĕрлешỹ ертỹçи.

Хисеплĕ хаçат вулаканĕсем! Хăвăрăн шухăшăрсене палăртма эсир редакцие почта урлă çыру çырса, кĕрсе пĕлтерме е тата суйласа илнĕ çыншăн алă пусса çирĕплетнĕ список тăратма пултаратăр.

Василий БОРОДКИН, спорт ветеранĕ, "Авангард" хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ:

_ Пирĕн район яланах ырă йăла-йĕркесемпе пуян. Ку тĕлĕшпе уйрăм спортсменсен ячĕпе турнирсем йĕркелесси те пархатарлă пулăм. Районта тухса тăракан тăван хаçатăмăрăн ырă пуçарăвĕ ик- сĕлменни, çултан-çулах çĕнелсе, пуянланса пыни савăнтарать. Ас тăватăп, пуçласа çакнашкал кăсăклă конкурса 1997 çулта йĕркелесе ячĕç (вăл вăхăтра Н. Д. Ларионов редакторта ĕçленĕ). Пĕрремĕш списоках манăн ятăм лекни пысăк чыс пулчĕ. Шел пулин те вĕсенчен виççĕшĕ ĕмĕрлĕх тĕнчене те куçрĕç. Вăл шутра пуçласа "Çулталăк çынни" хисеплĕ ята çĕнсе илнĕ Алексей Хитров та.

С. КАЛАЙБАШЕВА, Шăнкăртамри вăтам шкул директорĕ:

_ Район хаçачĕ _ пирĕн çемьешĕн те, коллектившăн та кĕтнĕ хăна, "чун апачĕ". Çавăнпа та унта пичетленекен кашни статья, калав е тĕрленчĕк пирĕншĕн çывăх. Вулакан валли тĕр- лĕрен конкурс йĕркеленине те ырлатăп çеç. "Çулталăк çыннине" палăртни хăйне евĕр кăсăклă тупăшу тесех калас килет. Вăл вăйлинчен вăйлине суйласа илме çеç мар, тăрăшулăха палăртма, талантсене, кучухне пурнăçра усăллă та витĕмлĕ ĕç тăвакансене палăртма та май парать тесе шутлатăп. Çавăнпа та конкурса хушăран çамрăк специалистсене явăçтарни те вырăнлă пулĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика