20 января 2016 г.
Республика Пуçлăхĕ ят панă Ĕç çынни çулталăкĕнче хăйсен телейне икĕ алă вăйĕпе тупнă пултаруллă та кăтартуллă ĕçченсем пирки хамăрăн хаçат страницисенче сахал мар çутатăпăр-ха. Ан тив, кучухне ĕç çукки çине йăвантарса унта та кунта вăхăта усăсăр ирттерсе çỹрекен кахалсем уйрăм çынсен çаврăнăçулăхĕнчен тĕлĕнччĕр. Ырă тĕслĕхлисем вара пирĕн кашни ялтах пур темелле. Акă, сăмахран пысăках мар Татмăш ялĕнчех çамрăк çемьесем пĕри те тепри хăйсен хуçалăхĕнче çирĕмшер ытла вăкăр самăртса укçа-тенкĕ тăваççĕ! Выльăхпа тăрмашакансен канмалли кунĕ те, уявĕ те, отпускĕ те çук темелле. Ун вырăнне вара вĕсем никам умĕнче те нăйкăшмаççĕ: çурт-йĕрне те çĕнетеççĕ, ачисене те аслă шкулсенче вĕрентеççĕ, шукăль тумланса çỹреççĕ...
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)