АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ"

20 января 2016 г.

тенĕ чăваш пичетне пуçарса яраканĕсенчен пĕри, "Хыпар" хаçата ни- кĕсленĕ Николай Никольский. Шăпах вăл каланă сăмахсенчен пуçларĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх филармонине Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунне паллă тума январĕн 16-мĕшĕнче пуçтарăннă республикăри журналистсене, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене, ветерансене саламланă май.

"Авангард" хаçат пĕлтĕр чылай конкурса хутшăнчĕ. "Бизнес аталанать _ район экономики тĕрекленет" социаллă пĕлтерĕшлĕ проекта хỹтĕлесе 100 пин тенкĕ выляса илчĕ. Шăпах ку укçапа профессионаллă фотоаппарат туяннă. "Аслă çĕнтерĕве _ 70 çул", коррупци темисемпе çырнă материалсене те комисси начар мар пахаланă. Çак кунсенче çеç, акă, республикăри спорт тата физкультура министерстви халăха спортпа туслаштарассишĕн тата сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассишĕн йĕркеленĕ конкурса хаçатра пичетленнĕ материалсенчен йĕркеленĕ ĕç тăратнă.

_ Халăх патне информаци мĕнле хăвăртлăхпа тата пахалăхпа çитни, вăл е ку çын, пулăм пирки мĕнле шухăш çурални журналист профессионализмĕнчен тата яваплăхĕнчен, чунри культурăран тата тирпей- лĕхрен нумай килет. Паян эпир рынок экономикин тапхăрĕнче пурăнатпăр. Апла пулин те эсир çынсене çемье хакĕ, юрату, патриотлăх пирки каласа паратăр. Эсир халăх патне илсе çитерекен информаци вĕсене лару-тăрăва комплекслă хаклама, тĕрĕс йышăну тума, çĕнĕ шухăшсемпе проектсем хатĕрлеме пулăшать, _ терĕ Михаил Васильевич. Унтан вăл республика пурнăçĕпе кĕскен паллаштарчĕ.

Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникаци- йĕн министрĕ Александр Иванов 2015 çулта туса ирттернĕ ĕç-хĕлпе, тунă çитĕнỹсемпе паллаштарчĕ. Тĕрлĕ конкурсра палăрнă массăллă информаци хатĕрĕсене Хисеп хучĕсемпе, грамотăсемпе, дипломсемпе хавхалантарчĕ. "Авангард" хаçат редакцийĕ те министерство терроризма хирĕç кĕрешессипе "Чăваш Ен терроризма хирĕç" ятпа йĕркеленинче малти вырăна тухса диплом илме тивĕçрĕ.

Уявра Чăваш Ен Правительствин вице-премьерĕ Алла Салаева, Чăваш Патшалăх Канашĕн Комитечĕн председателĕ Петр Краснов, Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партин регионти уйрăмĕн секретарĕн çумĕ Николай Николаев, Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров тухса калаçрĕç, саламларĕç.

Раççей пичетне тата Чăваш пичечĕ 110 çул çитнине халалланă меро- прияти питĕ кăмăллă иртрĕ. Унта массăллă информаци хатĕрĕсемпе хăйсен пурнăçне çыхăнтарнă 500 ытла çын хутшăнчĕ. Филармони фойинче Чăваш кĕнеке издательстви çĕнĕ кĕнекесенчен йĕркеленĕ курав, чĕрĕ скульптурăсем, И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультечĕн студенчĕсем, "Куча мала" ТВ-Театр студие çỹрекенсем хăнасене ăшшăн кĕтсе илни тата пултарулăх ушкăнĕсенчен йĕркеленĕ концерт уяв сĕмне тата ытларах ỹстерчĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика