АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЮЛНИ ЮР АЙНЕ АН ЮЛТĂР

20 января 2016 г.

Интервью

Иртнĕ çулхи суйлав итогĕпе вырăнти муниципалитет органĕсене ертсе пыма шаннă çĕнĕ ял пуçлăхĕсемпе кăçал малалла паллаштарăпăр. Аса илтеретпĕр: 2015 çулта ял кăлависене суйламалли çĕнĕ йĕркепе килĕшỹллĕн, ултă ял тăрăх пуçлăхне вырăнти хăйтытăмлăх органĕнче "халăх тарçин" лавне туртма депутатсем шанчĕç. Çапла вара пĕлтĕрхи суйлав хыççăн тепĕр ултă администраци пуçлăхĕ çĕнĕ ĕçре старт илчĕ. Вĕсенчен пĕри _ Çĕнĕ Ахпỹртри В. Краснов. Тĕрĕссипе хак парсан вара Валерий Васильевич çак ĕçе темиçе хутчен те килсе-кайнă ертỹçĕ. Урăхла каласан, вырăссем калашле, пĕр шыва икĕ хутчен çеç те мар, 1988 çултанпа (шăпах ун чухне пĕрремĕш хут ял Совечĕн пуçлăхне суйланнă) тăваттăмĕш хут кĕме тỹр килчĕ!

_ Валерий Васильевич, чăн малтанах манăн сиртен çак ыйту çине хурав илтес килет. Паянхи кун тĕрлĕ шайри влаçпа общество хушшинчи ыйтусем сахал мар. Ял çыннишĕн те вĕсем çителĕклех. Вырăнти пуçлăх пуканне йышăннă хыççăн хăшĕсене чăн малтан татса памаллисен шутне кĕртрĕр? _

Маларах район администраци пуçлăхĕн строительство енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшнă май, ялсенчи граждансен пухă- вĕнче е тата ытти тĕл пулусенче чăн малтан çул-йĕр ыйтăвне çĕклетчĕç. Тĕрĕсех, çак проблема пирĕн ял тăрăхĕшĕн çеç мар, ыттисемшĕн те пиçсе çитнĕ. Мĕншĕн тесен лайăх та пахалăхлă çулсем экономикăн "юн тымарĕсем" кăна мар, хамăрăн халăха чунтан хисепленине кăтартакан паллă пулнине эпир тахçанах пĕлетпĕр. Çавăнпа та сĕтел çинчи ĕç планĕсенчен Çĕнĕ Ахпỹртри "50 лет Октября" (2,4 çухрăм), Кивĕ Катекпе Татмăш ялĕсенчи Ленин урамĕсене (1,4 тата икĕ çухрăма яхăн) ятарлă программăна кĕртсе вĕсене "çутта" кăларасси _ тĕп тĕллев. Ку тĕлĕшпе юлнă ĕç çине юр ан çутăр, паллах. Хальхи вăхăтра çак аслă урамсен проекчĕсене тума пикеннĕ, ыйтăва тимлĕхрен кăлармасăр малалла ĕçлĕпĕр.

_ Хамăрăн ытлă-çитлĕ пурнăç хамăртанах килет: налуксене пуçтарса хыснана пуянлатнинчен, çĕрпе тухăçлă усă курса тупăш илнинчен, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçнинчен тата ытти те. Çĕнĕ Ахпỹртсем районта пахча-çимĕç туса илессипе "пилотлисем" шутланаççĕ пулин те, Чăваш правительстви, район администрацийĕ ку тĕлĕшпе çивĕчлетекен ыйтусене еплерех татса пыраççĕ-ши?

_ Кучухне уйрăм çынсен тупăшĕнчен, пĕтĕмĕшле тупăшран, пурлăхпа тата çĕрпе усă курнинчен тата ыттинчен пуçтарăнакан налук шайĕ ỹсни пысăк пĕлте- рĕшлĕ. Çапла пултăр тесен вырăнти халăхăн ăнланулăхĕ те пысăк кирлĕ. Тĕпрен илсен эпир халăхран тĕрлĕрен налука пуçтарассипе плансене тултарнă.

Ĕç вырăнĕсем пирки илес пулсан çакна палăртса хăвармалла. Пирĕн ял тăрăхĕнче 14 фермер хуçалăхĕ. Вĕсенчен Мартышкинăн, Краснован, Михайловăн тухăçлă та тупăшлă ĕçленипе пĕрлех ял çыннисене ĕçпе те тивĕçтерме май параççĕ. Çĕнĕ Ахпỹртсем тĕрĕссипе пахча çимĕç çитĕнтерме çеç мар, ăна йышлă ушкăнпа упрама та вĕренсе пыраççĕ. Çак тĕллевпех чылай çĕр ĕçченĕ пысăк управсем тăвать. Шухăшланипех шурă пỹрт лартаймăн та-ха, çапах та малашлăхра теплицăсемпе тăрăшас текен хастарсем пулни те савăнтарать. Çĕнĕлĕхшĕн ял администраци енчен яланах симĕс çутă, çул уçă пулĕ.

_ Ватăсен "Килĕшỹллĕ кĕтỹре кашкăр та хăрушă мар" текен каларăш пур. Валерий Васильевич, кирек мĕнле ĕç те хуçаран, унăн çаврăнăçулăхĕнчен, çине тăма пĕлнинчен килет. Хальхи вăхăтра, сăмахран, кашни çыннах аслă çулсене çеç мар, урамсене, тăкăрлăксене юртан тасатса тăни пĕлте- рĕшлĕ. Туй-çуй кĕрлеттерсен те, вут-кăвар тухсан та, çын чирлесен е ĕмĕрлĕх тĕнчене куçсан та автомашинăсем чупакан çула çил-тăман хỹсе кайни кăмăллă мар. Канмалли кунсенче тата пире Аслă Пỹлĕхĕмĕр пушшех те кăпăшка юрпа тăрантарчĕ...

_ Çул пирки паçăрах калаçу пуçарнăччĕ. Вăл çулталăк тăрш- шĕпех ял халăхĕшĕн чăрмавсăр, таса, тирпейлĕ пулмалла. Хĕллехи вăхăтра ăна пăхса тăма уйрăм çынсемпе килĕшỹ тунă, çак тĕллевпе 99 пин тенкĕ укçа хывса хăварнă. Ытти йăлтах хамăртан килет. Чăрмавĕсем пулмасăрах та тăмĕç, çапах вĕсене вăхăтра парăнтарма тăрăшăпăр.

Халăхпа пĕр чĕлхе тупса татса памалли тепĕр ыйту _ кивелнĕ пушар машинине "чун кĕртесси". Тĕрĕссипе автомашини çỹрет-ха, чупма та пултарать. Ун çинчи пичкине юсама тата çак службăна тытса тăма халăхпа пĕр шухăшлă пулмаллах. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени вара вăл _ хăй пĕр çитĕнỹ тесе шутлатăп.

Калаçăва Альбина ЕГОРОВА çырса илнĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика