АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чир шала ан кайтăр

20 января 2016 г.

Вăрăма тăсăлнă Çĕнĕ çул уявĕсем иртрĕç. Канмалли кунсенче апатне те ытларах та тутлăрах çиме тăрăшрăмăр. Хускану çинчен манма та пăхатпăр. Çавах сывлăх çинчен яланах шутламалла пирĕн. Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешекен çулталăк та хыçа юлчĕ. Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем _ чи хăрушшисем. Вĕсем çулсерен тĕнчери 17, 3 миллион çыннăн пурнăçне татаççĕ. Раççейре çак чир пĕрремĕш вырăнта тăрать. Уйрăмах чĕре мышцин инфаркчĕ сиен кỹрет. Хальхи вăхăтра çак чир çамрăксене те тиркемест. 35-50 çулхи арçынсем, хĕрарăмсемпе танлаштарсан, чĕре мышцин инфаркчĕпе 50 хут ытларах сиенленеççĕ.

Сăлтавĕ вара тĕрлĕрен. Йăхран килни, юн пусăмĕ, холестерин шайĕ пысăк пулни, пирус туртни, ỹт ытларах хушни, сахăр диабечĕ, çуллă апат нумайрах çини, психикăпа эмоци пăлханăвĕсем, ватăлса пыни.

Чир палăрăмĕсем çаксем: чĕре, сулахай алă, хулпуççи, мăй, кăкăр, хул калакĕсем хушшинчи, йывăр ĕçленĕ хыççăнхи ырату, вăл 10 минутран ытларах тăсăлни, нитроглицерин ĕçнĕ хыççăн та иртменни, ỹт тирĕ кăвакарни, сивĕ тарпа витĕнни, тăна çухатни, чĕрен ритмĕ пăсăлни.

Диагноза маларах палăртсан сиплеве иртерех пуçлама пулать. Чирлес мар тесен профилактика ĕçĕ вырăнлă. Чупни, ытти физкультура чĕрепе мышцăсене çирĕплетеççĕ, кунĕпелĕх хавхалану кỹреççĕ. 30тан иртсен аш-какай, сĕт продукчĕсене сахалрах çимелле. Пулă, пахча-çимĕç, улма-çырла усăллăрах. Тăвар та чĕрепе юн тымарĕсемшĕн тăшман. Алкоголь те сиен кỹретех. Çĕрлехи ыйхăпа кăнтăрлахи кану кирлех. Ним çукран пăшăрханиччен савăнма, ытларах кулма тăрăшăр.

Ыратсан врач патне утмаллах. Сывлăха вăхăтран вăхăта тĕрĕслеттерсе тăни вырăнлă. Чир шала кайиччен сиплеме те, сипленме те çăмăлрах.

О. ТОКМАКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика