20 января 2016 г.
Çак кунсенче Чăваш наци конгресĕн Вĕренỹпе ăслăлăх комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта икĕ проекта сỹтсе явнă. Çавăн пекех ларура Патăрьел районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ассоциаци ĕçне-хĕлне пăхса тухнă, çитес çулăн ĕç планĕпе паллашнă. Ассоциаци ертỹçи С.П. Кулакова Раççейре Литература, Чăваш Енре К.Иванов çулталăкне халалласа ирттернĕ ĕçсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă.
Патăрьелсен ĕçне ЧНК пайташĕсем пысăк хак панă, яваплăха туйса тăрăшса вăй хунине палăртнă, малашнехи ĕçре ăнăçусем суннă. Чăван наци конгресĕн Президенчĕ Н.Ф.Угаслов хушăвĕпе Светлана Пантелеймоновна Кулаковăна чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕç тунăшăн чăваш наци конгресĕн Хисеп хучĕпе чысланă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)