23 января 2016 г.
ăшарни сиввисем хыçа юлнă хыççăн хĕвел ăшши çуркунне еннелле сулăнни часах ту- йăнма пуçлĕ. Сисмĕпĕр те çуркунне кĕрлеттерсе çитĕ, ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер хуçалăхĕсем ака-суха ĕçне хыпаланма пуçлĕç. Унччен вара хыçран-хыçа хăвармасăр, паян-ыранах татса памалли ыйтусем пайтах-ха. Чăн малтанах хамăр усă куракан çĕр-аннемĕртен пысăк тухăçлă ял хуçалăх продукчĕсем çитĕнтерсе илес тесен, тырпул никĕсне пахалăхлă вăрлăх хурса хăварни çеç çителĕксĕр: ăна кирлĕ пек удобренисемпе апатлантармалла, пăхмалла... Эрне пуçламăшĕнче районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе, специалисчĕсемпе ирттернĕ канашлура шăпах çак ыйтусене çивĕчлетнĕ те. Канашлăва республикăри "Чăваш Республикинчи апат-çимĕç фончĕ" предприятин директорĕ Александр Федотов хутшăннă май, кучухне çуракинче минераллă удобренисемпе тухăçлă усă курмалли, çакна ертỹçĕсен харпăр хăйсен татса памалли пирки те çивĕч калаçу пулнă. Сăмаха çилпе вĕçтерменнисем çийĕнчех тупăннă. Тимĕре хĕрнĕ чухне туптанă пекех, Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕ пĕр-икĕ кунтанах çирĕмшер тонна аммиак селитрипе нитроаммофоскăна туяннă та. Çак кунсенчех "ООО агрофирма Колос" кирлĕ минераллă удобренисене кỹрсе килĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)