АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урапана хĕлле хатĕрлесчĕ

23 января 2016 г.

Ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе, тĕп агрономсемпе, фермер хуçалăх ертỹçисемпе район адинистрацийĕнче "Вăрлăхсене алласси тата вĕсене акма юрăхлă кондицие çитересси, минераллă удобренисемпе усă курасси, техникăна çурхи ĕçсене валли хатĕрлесси тата хуçалăхсенче ĕç сыхлавне пăхăнасси" темăпа канашлу иртрĕ. Ăна район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пычĕ. Мероприятие çавăн пекех район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Леонид Кузнецов, "Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ" предприятин директорĕ Александр Федотов хутшăнчĕç.

_ Мĕн акатăн _ çав шăтать, тенĕ ваттисем. Вăрлăх пахалăхĕнчен тухăç еплерех пуласси килет, _ терĕ Рудольф Васильевич çур аки ыйтăвне хускатнă май. Унтан вăл çĕр пайĕсене регистрацилесси, кашни тăваткал метр лаптăкпа туллин усă курасси пирки чарăнса тăчĕ.

Республикăри "Россельхозцентр" учрежденин Патăрьелĕнчи филиалĕн начальникĕ Олег Глухов та вăрлăхсем патне тимлĕх уйăрмалли пирки каларĕ. Патăрьелĕнчи тĕпчев лабораторине пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене тĕрĕслеттерме 40 пин тонна илсе килнĕ. Тĕпченисенчен 54 проценчĕ (21417) кондицие ларнă. Пулас тухăçăн ытларах пайĕ таса маррипе акма юрăхлă шая çитеймен.

Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче 20 звено вăрлăхсене алласа тасатассипе тăрăшать, саккăрăшĕнче вĕçленĕ. Иккĕшĕнче вара _ "Мир" ЯХПК тата "Санзяпов" фермер хуçалăхĕнче _ пуçăнман. 9 хуçалăхра вăрлăхсем 100 проценчĕпех никĕсе хывма юрăхлă. "Батыревский", "Исток", "Красное знамя" хуçалăхсенче тата Е. Мартышкин фермер хуçалăхĕнче уйрăмах аван ĕçлеççĕ.

Çĕр улми еплерех хĕл каçнипе те кăсăкланнă специалистсем. 5547,3 тонна тымар çимĕçе тĕрĕсленĕ хыççăн вăл аван упраннине палăртнă.

Нумай çул ỹсекен курăксен вăрлăхĕсене анализ тума тăватă хуçалăх кăна _ "Красное знамя", "Тойсинская", "Хастар", "С.А. Халитова" фермер хуçалăхĕ _ илсе килнĕ. Шел пулин те, юлашки çулсенче ял хуçалăх предприятийĕсем нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕсене чакарса пыраççĕ.

"Чувашский" учрежденин Патăрьелĕнчи тĕп специалисчĕ Селивестр Шалтынов ял хуçалăхĕсем минераллă удобренисемпе çителĕксĕр усă курни пирки чарăнса тăчĕ. Юлашки çулсенче тăпран пулăхлăхĕ чакса пыни пурне те шухăшлаттармалла пек, анчах укçа-тенкĕ çукран чылай хуçалăх çĕре апатлантараймасть. Александр Федотов çак ыйтăва çи- вĕчлетсе удобренисен хакĕсемпе паллаштарчĕ.

Çур акине кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттересси техникăран та нумай килет. Патшалăх техника надзорĕн районти инспекторĕ Илья Васильев док- ладĕнче тракторсемпе прицепсене тата кăкарса çỹремелли ытти хатĕрсене вăхăтра юсасси, кадр ыйтăвĕ, ĕç сыхлавне тимлĕх уйăрасси çинче чарăнса тăчĕ.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн специалисчĕ Александр Майрушкин кăçалхи ĕç планĕпе тата яваплă тапхăра хатĕр- ленессипе тата ытларах ĕçлемеллине асăнчĕ. Канашлура хуçалăх ертỹçисем информаци илнисĕр пуçне хăйсен опычĕ- семпе те паллаштарчĕç.

Январĕн 27-мĕшĕнче вара ял хуçалăх тата фермер хуçалăх ертỹçисем çĕр улмипе пахча çимĕç туса илессипе бизнес-инкубаторта йĕркелекен мероприятине пухăнĕç.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика