23 января 2016 г.
Республикăра "А" категорине кĕрекен автомототранспортпа çỹрекенсем техника хăрушсăрлăхне пăхăннине, çул çинче йĕркене пăсманнине, хуçисен вĕсене çỹретме ирĕк пуррипе çуккине, патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухнине, техникăна регистрациленипе эксплутацилеме юрани пирки тата ытти кирлĕ документсене пăхма, юрăхсăра тухнисене шутран кăларма "Снегоход" операци ирттереççĕ. Вăл январĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 23-мĕшĕчченех пырать. Уйăхлăха Чăваш Енри Патшалăх техника надзорĕпе пĕрле Шалти ĕçсен органĕ, Чăваш Енри Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви, республикăри халăх хỹтĕлевĕ тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕ хутшăнаççĕ. Рейда çул-йĕр инспекторĕ- сем те тухаççĕ, йĕркене пăсакансене явап тыттараççĕ.
И. ВАСИЛЬЕВ, Патшалăх технадзорĕн районти инспекторĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)