АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тренер ăсталăхĕ пысăк

23 января 2016 г.

Кирек хăш спорт ăмăртăвне те пăхма кăмăллă. Унта хутшăнакансене хавхалантарас килет. Вăйпа, чунпа мала тухма тăрăшакансене пьедестал çинче кашнийĕшнех чысламалла пек туйăнать. Анчах çĕнтерỹçĕсем шутлă пулаççĕ çав. Вуншар, çĕршер çын хушшинче ытларах чухне виçшерĕн çеç чыса тивĕçеççĕ. Хăйĕн воспитанникĕсене шăпах çав йышра курма хăнăхнă ачасемпе çамрăксен "Паттăр" спорт шкулĕн ирĕклĕ майпа кĕрешме хăнăхтаракансен тренер-преподавателĕ М. Зейнетдинов. Унăн секцийĕсене çỹрекенсенчен вуншарăшĕ спорт мастерĕсем, спорт мастерĕн кандидачĕсем, тренерсем пулнă. В. Семенова, А. Власова, А. Шурякова, Ю. Карпова чылайăшĕ пĕлеççĕ. Пермьра иртнĕ Раççей финалĕнче В. Семенов кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.

2000 çултанпа Мевлет Хабибуллович ирĕклĕ майпа кĕрешме хĕрсене те хăнăхтарма пикенчĕ. Чылайăшĕ халĕ республика, Раççей шайĕнчи ăмăртусенче мала тухаççĕ. Хăшне-пĕрне палăртар-ха эппин. Спорт мастерĕн кандидачĕ И. Сидорова 2004 çулта Шупашкарта Раççей шайĕнчи тупăшура "Агроинвест" призне тивĕçрĕ, Çĕнĕ Шупашкарти ăмăртура та мала тухса савăнтарчĕ. Н. Фомина "Юность России" турнирта иккĕмĕш призер пулчĕ. И. Клементьева 2008 çулта Тутарстан Республикинче Атăлçи федераллă округ ăмăртăвĕнче виççĕмĕш вырăна тухрĕ. А. Лисицина республикăра çĕнтерсе 2001 çулта Белоруссинчи кĕрешĕве хутшăнса медальлĕ пулчĕ. А. Выросова каллех çĕнтерỹçĕсен шутне кĕчĕ. Ксенияпа Алексей Смирновсем Çĕнĕ Шупашкарти олимп резервĕсен училищине çул тытрĕç. Иккĕшĕн те ỹсĕмĕсем савăнтараççĕ.

Ксения Орехово-Зуевăра Пĕтĕм Раççейри турнирта пĕрремĕш, Алексей Оренбургра тата ытти ăмăртусенче мала тухнăччĕ. Тренер ăсталăхĕ пурри çаксенчен те уççăнах курăнать ĕнтĕ.

Юлашки вăхăтра Мевлет Хабибуллович Пăлапуç Пашьел тата Первомайски вăтам шкулĕсенче ачасене кĕрешес мелсене хăнăхтарать. Ĕçри тăрăшулăхне пула тренер темиçе хутчен те вĕрентỹ министерствин грамотисене тивĕçнĕ. 1992 çулта "Вĕрентỹ отличникĕ" знака илнĕ. 1996 çулта ăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ" ята парса чысланă. 2012 çулта Раççей спорт министрĕ В. Мутко дипломпа наградăланă тата ытти те. Çак кунсенче вара М. Зейнетдинов ят-сумне çĕклекен, çирĕплетекен тепĕр савăнăçлă хыпар çитрĕ. Ăна Шупашкарта И. Григорьев призĕсемшĕн ирттерекен турнирта республикăри спорт министрĕн çумĕ В. Яковлев "Хĕрсене ялти условисенче кĕрешме хатĕрлекен чи лайăх тренер - 2015" ята тивĕçнĕ май ăшшăн саламларĕ, чысларĕ. Çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас енĕпе чăнах та сахал мар ĕçлет М. Зейнетдинов. Унăн секцийĕсене те вĕренекенсем пĕр сиктермесĕр, кăмăлтан çỹреççĕ.

Çитĕнсе пырса шкултан тухса каякансем çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Тата мĕнех кирлĕ пултăр тренера çакăнтан ытлашши.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика