23 января 2016 г.
Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул спортзалĕнче волейбол турнирĕ иртрĕ. Спорт ветеранне, "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне" В. Бородкина халалланă ăна. Турнира 10 команда ытла хутшăнчĕ. Спортсменсене ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Раськин, вăтам шкул директорĕ В. Платонова, район администраци пуçлăхĕн çумĕ Н. Краснов, республикăри ĕçпе социаллă хỹтлĕх министрĕн пĕрремĕш çумĕ С. Викторов, спорт министерствин тренерĕ И. Кошкин, ачасемпе çамрăксен В. Ярды ячĕллĕ спорт шкулĕн ертỹçи, велофедераци президенчĕ В. Мулендеев, "Труд" ял хуçалăх предприяти ертỹçи Н. Михайлов, спорт мастерĕн кандидачĕ Г. Григорьев саламларĕç.
Пĕрремĕш ушкăнти ăмăртусем хĕрỹ иртрĕç. Финалти пайра выляма Мари Элăн "Маргу", Нăрваш Шăхальсем, ЗАО "Батыревский", Шупашкарсен "Максимум" командисем тивĕçрĕç. Хуçасем виççĕмĕш вырăна илеймерĕç. Чыс ЗАО "Батыревскийсене" лекрĕ. Кỹршĕ республикăри Мари Эл патшалăх университечĕн студенчĕсем ăнăçлă выляса турнир çĕнтерỹçисем пулчĕç. Иккĕмĕш вырăнта _ "Максимум".
Судьясен коллегийĕ финалти тупăшура вăй виçекенсенчен чи лайăххисене палăртрĕ. "Чи лайăх вылякан" ята С. Викторов, "Чи лайăх тапăнса вылякан" _ А. Колупаев, "Чи лайăх пас паракан" _ Ю. Николаев, "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ" _ К. Кондратьев çĕнсе илчĕ. Вĕсем те асăнмалăх парнесемпе кубоксене тивĕçрĕç.
В. Бородкин вĕренекенĕ, 1980 çулсенче Совет Союзĕн пĕрлештернĕ командинче пулса икĕ хутчен Тĕнче чемпиона- чĕсене хутшăннă СССР спорт мастерĕ А. Савельев грамотăсемпе призсене Г. Макеева, Р. Гаврилова, В. Каштанова, А. Митрофанова парса хавхалантарчĕ.
В. МИХАЙЛОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)