АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Социаллă пулăшу илекенсене тивĕçекен хăш-пĕр улшăнусем çинчен

23 января 2016 г.

 "Çĕнĕ çултан социаллă пулăшу илекенсене тивĕçекен улăшнусем пирки каласа параймастăр-ши?" А. Иванов, Патăрьел ялĕ.

Ыйтăва районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Наталия Никитина хуравлать:

_ Вĕсене Раççей Федерацийĕн законодательствипе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ. Вăя вара январĕн 11-мĕшĕнчен кĕчĕç. Улшăнусене бюджет укçи-тенкине эффективлă усă курас тĕллевпе пăхса тухнă. Çавна май Чăваш Республикин "Ачаллă граждансене патшалăх пулăшăвĕ парасси çинчен" тата "Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕ парассин хушма мерисем çинчен" калакан саккунĕсене те улшăнусем кĕртнĕ. Ачасене уйăхсерен паракан пособие çемьери кашни çыннăн вăтам тупăшĕ республикăри пурăнмалли виçерен иртменнисене параççĕ. Ял условийĕсенче пурăнакан тата муниципаллă вĕрентỹ, культура организацийĕсенче ĕçлекенсене пурăнмалли çурт-йĕршĕн, коммуналлă çăмăллăхсемшĕн (капиталлă юсавшăн) татăлмалли тỹлевшĕн парăнакан социаллă пулăшу тивĕçтерĕвĕн патшалăх полномочийĕсене кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен вырăнти (районти муниципалитет) хăй тытăмлăх органĕсем çине хунă.

"Чăваш Республикинчи ĕç ветеранĕсем çинчен" калакан уйрăм саккуна йышăннă хыççăн "Чăваш Республикинчи тыл тата ĕç ветеранĕсене социаллă хỹтлĕх парасси çинчен" саккуна улшăнусем кĕртнĕ.

"Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята Раççей Федерацийĕн гражданинне, республикăн патшалăх наградисене тивĕçнисене параççĕ. Е ĕç стажĕ çителĕклĕ кирлĕ.

Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсем пенси çулне çитнĕ пулсан саккунпа килĕшỹллĕн (малалла ĕçлеменнисем) уйăхсерен 1082 тенкĕ укçа илсе тăраççĕ. Вырăнти телефон çыхăнăвĕпе усă курнин 50 процент тăкакне саплаштармалли компенсаци илеççĕ.

Кама мĕнле социаллă пулăшу тивĕçнине пĕлес текенсен тĕплĕнрех вырăнти социаллă хỹтлĕх пайне шăнкăравласа пĕлмелле.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика