27 января 2016 г.
Енчен те районти полици сотрудникĕсем çийĕнчех йĕр çине ỹкмен пулсан, "Красное знамя" хуçалăха çичĕ ютран çĕр улми сутăн илме килнĕ хуçасем укçине тỹлемесĕ- рех йĕрне çухатнă пулĕч- чĕç. Усал шухăшлă усламçăсен çулĕ çине вара пĕр шăнкăрав хыççăнах районти йĕрке хуралĕнчи А. Алексеев полици майорĕпе И. Калмыков аслă оперуполномоченнăй тăрăшнипе Ульяновск хулинче "шлагбаум" лартнă. Çапла вара апăрша вăррисем ямăтă пурлăхпа ырă курайман...
Кирек мĕнле ырă ĕç те мухтава тивĕçлĕ. Асăннă хуçалăх ертỹçи Петр Никифоров район полицийĕн начальникĕ А. Фомин умĕнчех вĕсен сотрудникĕсем хăйсен тивĕçне чун-чĕререн пурнăçланăшăн, ыйтăва оперативлă татса панăшăн тав тунă.
Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Пурнăçра кирек кампа та çакнашкал йывăрлăх е пăтăрмах сиксе тухсан çухалса ан кайăр, çийĕнчех район полицийĕн дежурнăй пайне 61-4-92 е 61-0-02 телефон номерĕсемпе шăнкăравласа ярăр. Шанатпăр: пирĕн полици пире хỹтĕлетех.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)