27 января 2016 г.
Çурт-йĕр, çул ыйтăвĕ хăть хăш ĕмĕрте те чи çивĕччисенчен пĕри пулнă. Вĕсен актуаллăхĕ паян та чакманни район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнчен, строительство тата обществăлла инфраструктура пайĕн начальникĕнчен Н. Красновран илнĕ интервьюра та палăрчĕ.
_ 2015 çул вĕçленчĕ. Николай Димитриевич, иртнĕ çула пĕтĕмлетме те вăхăт çитрĕ.
_ Пĕлтĕр районта 29500 тăваткал метр çурт-йĕр тума палăртнă, 25 пине яхăн пурнăçланă. Кунта çĕнĕ объектсем те, киввисем çумне тĕксе тунисем те кĕреççĕ. Пĕлтĕр хута янă 83 процентран 80шĕ индивидуаллă çурт-йĕр, ытти вара нумай хваттерлĕ çуртсем. Иртнĕ çулсенче вăраха тăсăлнă стройкăсене вĕçленипе плана тултарса пынă, 2015 çула валли вĕсене туса пĕтернĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, пирĕн район кăтартăвĕ республикăра лайăххисенчен пĕри.
Паян "Стройсервис" пĕрлешỹ 12 хваттерлĕ çурт хăпартать. Район центрĕнче çуртсем тума вырăн тăрса юлманнипе тĕп плансене те улшăнусем кĕртесшĕн. Патăрьелĕнчи больница комплексĕ çывăхĕнче çул-йĕр сервисĕ валли лаптăк уйăрнă пулнă, ăна Патăрьел ял тăрăхĕпе пĕрле сỹтсе явнă хыççăн шăпах нумай хваттерлĕ çуртсем тума уйăрасшăн.
_ Район сăн-питне çĕнетме Раççей, республика шайĕнчи программăсене хутшăнни те нумай пулăшать. Кăçал мĕнле программăсем ĕçлĕç-ши?
_ "Нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси" программăпа килĕшỹллĕн пĕлтĕр тăватă çемьене çĕнĕ, хăтлă çурт туса панă. Кăçал тата икĕ çемье _ Ишлĕ тата Патăрьел ял тăрăхĕсенче _ çак çăмăллăхпа усă курĕç. Тăлăхсене те патшалăх хăйĕн хỹттине илнĕ, паянхи кун 18 çул тултарнă 18 ача черетре тăраççĕ. Пĕлтĕр 8 çамрăка панă, анчах 2016 çулта экономика лару-тăрăвĕ йывăртараххипе икĕ ача валли çеç хальлĕхе бюджетран укçа уйăрнă.
Социаллă сферăра тата ял хуçалăхĕнче ĕçлекен, 35 çул тултарман çамрăксене субсиди парса пулăшмалли йĕрке те пур. 2015 çулта çак çăмăллăхпа 12 çемье усă курнă, кăçал 16шĕн ыйтăвне тивĕçтерме планланă. Патшалăхăн çак пулăшăвне илес текенсен ял тăрăхне кайса черете тăмалла, кирлĕ документсене пуçтарса памалла. Çавăн пекех "Ялти çамрăк специалист" программа та ĕçлет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансене, тăлăх арăмсене çуртпа тивĕçтерессипе те тимлетпĕр.
_ Çул пур çĕрте пурнăç та пур, теççĕ. Шел пулин те, ялти урамсенче кĕрлĕ-çурлă пылчăк çăрăлать. Çак ыйтăва татма пулать-ши?
_ Пĕлтĕр "Ялти çулсене тăвасси" программа ĕçлесе кайрĕ. Унпа килĕшỹллĕн районта 7,9 çухрăм тăсăлакан 8 çул тума пуçланă (58 миллион тенке яхăн ларать). Виççĕшне хута янă, ыттисене вара кăçал пĕтермелле. Çĕннисене валли те проектпа смета документацийĕсем хатĕрлеме пикеннĕ. Виççĕшĕ экспертиза витĕр тухнă тата виççĕшне çитес вăхăтра пахалĕç.
Çул-йĕре юсасси, тасатасси те тĕп вырăнта. Республика, район шайĕнчи çулсене "Чăвашавтодор" уйрăмĕн Патăрьелĕнчи çул-йĕр тăвакан тата юсакан управленийĕ пăхса тăрать. Вĕсем çулла шăтăк-путăксене саплаççĕ, хĕлле юртан тасатаççĕ. Кăçал Патăрьелĕнчи тĕп урама юсама палăртнă. Çавăн пекех ял тăрăхĕсенчи çулсене тирпейлеме патшалăх 12 млн тенкĕ ытла укçа уйăрнă. Кашни ял администраци хăйсен территорине пăхса тăракансемпе килĕшỹсем тунă. Анчах та шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçламасан саккунпа килĕшỹллĕн ку укçана катса илме те пултаратпăр.
_ Çĕнĕ урамсене электрификацилесси пирки мĕн каланă пулăттăр?
_ Унччен çĕнĕ урамсене электрификацилессипе ятарлă программа пурччĕ, эпир ăна пĕлтĕр вĕçлерĕмĕр. Хальхи вăхăтра "Кăнтăр электросечĕ" предприяти район центрĕнчи юпасене улăштарассипе тăрăшать. Çавăн пекех малашне Патăрьелĕнчи тĕп урама тăршшĕпех каçхине çутатмалла тăвасшăн. Ку, паллах, паян-ыран пулакан ĕç мар _ 2016-2017 çулсенче пурнăçлама планланă.
_ Инвестици программисене пурнăçласси еплерех пырать-ши?
_ Районта икĕ объектăн _ Çĕнĕ Ахпỹрт шкулĕн тата кил-çуртри кирлĕ мар япаласене пухакан "Полигон" пĕрлешĕвĕн _ проектпа смета документацийĕсем пур, экспертиза витĕр тухнă. 2016-2025 çулсенче шкул çурчĕсене тăвассипе программа ĕçлет. Пĕлỹ çуртне çĕклеме тăрăшатпăр.
Патăрьелĕнчи "Полигон" пĕрлешỹпе тăватă районти çỹп-çап пуçтаракан организаци килĕшỹпе ĕçлет. Çут çанталăка сыхласси пирĕн тĕп тивĕçсенчен пĕри пулнă май, çывăх вăхăтрах каяшсене пухакан ятарлă лаптăка тума пуçламалла. Ăна хута яма проектпа смета документацийĕ тăрăх, 65 млн тенке яхăн кирлĕ пулать.
Кăçалтан "Коммуналлă инфраструктура аталанăвĕ" программа пурнăçа кĕмелле. Пирĕн унта хутшăнса Патăрьелĕнчи шыва тасатакан станцине модернизацилемелле. Район центрĕнче пурăнакансем пурте канализаципе усă курма пуçласан унăн калăпăшĕ çитмест, çавна май пысăклатма планлатпăр. ОКЦ çывăхĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсем патĕнче юхса тухакан шыва тасатакан сооружени пирки шухăшламалла. Пирĕн халь проектпа смета документацийĕ- сене хатĕрлемелле.
_ Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем халь хăйсен çурчĕсене юсаттарассишĕн кашни уйăхрах укçа тỹлеççĕ. Çакă 2014-2043 çулсенче ĕçлекен программăпа килĕшỹллĕн пулса пырать. Анчах нумайăшĕ хăйсен çурчĕсем çĕнелнине кураймасран тата шăнман пăр çине ларса юласран хăраççĕ.
_ Республикăра нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсассипе ĕçлекен фонд пĕрре, вăл 2014 çулта йĕркеленнĕ. Виçĕм çул çĕнетмеллисене _ 16 çурт _ пĕлтĕр юсанă. Иртнĕ çулхисене вара кăçал çĕнĕ сăн кĕртĕпĕр, çавăн пекех 2016-мĕшĕнче тумаллисене те ноябрьте черет çитĕ.
Фонд пуçланса кăна кайнипе малтан аукционсем ирттерсе вăхăт иртсе кайрĕ. Анчах пĕтĕм хăватпа ĕçлесе кайма паян умра пĕр йывăрлăх пур _ фонда капиталлă юсавшăн нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансен 46 проценчĕ çеç тỹлет. Халăхра çак укçа çухаласран питĕ хăраççĕ. Пухăннă капитал ниçта та каймасть, мĕншĕн тесен ăна республика хăйĕн бюджечĕпе гаранти парать. Ăнлантару ĕçĕсем çителĕксĕррине шута илсе республикăри строительство министерствинчен ятарласа министр çумне чĕнесшĕн. Вăл пухăва килекенсен кашни ыйтăвне тĕплĕн хуравлĕ. Тата çакна та каласшăн: нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансем капиталлă юсавшăн памалли укçана вăхăтра пуçтарсан вĕсем пурăнакан çурта черет маларах та çитеет. Программăна улшăнусем кĕртме пирĕн майсем пур. Çулленех 6-7 çурт çĕнелсе пырĕ.
Шел пулин те, капиталлă юсавшăн кăна мар, хваттершĕн тỹлеменнисем те пур. Пĕтĕмĕшле парăм 900 пин тенке яхăн! Шăпах вĕсене валли çĕнĕлĕх кĕртнĕ _ иртнĕ çулхи октябрьтен хваттершĕн вăхăтра татăлмасан пени хушаççĕ.
_ Кăçал сирĕн пая тепĕр специалист _ эколог _ хутшăнчĕ. Унччен вăл район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ çинче тăратчĕ.
_ Тĕрĕсех, халь эколог шăпах пирĕн пайра ĕçлет. Унăн тĕп тивĕçĕсен шутне малашне санкцилемен свалкăсене пĕтересси, юр хĕвекен вырăнсене йывăçсем ларттарасси пулать тата гидротехника сооруженийĕсене шута илесси.
Чылай ял тăрăхĕнче типнĕ кỹлĕсене кăтартмаççĕ, пĕтерме те шухăшлаççĕ. Анчах та юлашки çулсенче çанталăк типĕ тăни, шыв çукки кашни çын умне йывăрлăх кăларать. Пушар вăхăтĕнче те ниçтан та шыв тупма çук. Çавăнпа та гидротехника сооруженийĕсене шута тăратмалла, вĕсене тирпейлеме, проектпа смета документацийĕсене хатĕрлеме республикăри çут çанталăк тата экологи министерстви хăй пулăшать, укçа уйăрать. Пĕлтĕр Шăнкăртамра пĕр плотинана юсанă, çитес çул Çĕнĕ Ахпỹртре тата Люляра ĕçсем пуçланĕç. С
анкцилемен çỹп-çап вырăнĕсене пĕтерессишĕн те çанă тавăрсах вăй хума пикенмелле. Унччен ял тăрăх пуçлăхĕсен тирпейсĕрлĕх пуçаракансемпе хирĕç кĕрешме ирĕк пулман, халь вĕсем пурте администраци комиссийĕн членĕсем. Вĕсен протокол çырма та ирĕк пур. Тасалăх пĕр çын тăрăшнипе кăна пулмасть, çавăнпа та çут çанталăка упраса хăварассишĕн пурин те пĕрле вăй хумалла.
Вулакана пĕлме
Строительствопа, çул-йĕрпе, пурăнмалли çурт-йĕрпе, коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă пăшăрхантаракан ыйтусене "Авангард" хаçат редакцине 61-4-49 номерпе район администрацийĕн строительство тата обществăлла инфраструктура пайне 61-4-29 номерпе шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр.
О. ПАВЛОВА калаçнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)