27 января 2016 г.
Нарăсăн 8-мĕшĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кун çути курнă тăван хаçатăмăр _ "АВАНГАРД" _ 85 çул тултарать. Çавра менельник умĕн вулакансене хаçат историйĕ, аталанăвĕ, унăн хастар та пултаруллă вулаканĕсем, çыраканĕсем пирки каламалли, аса илмелли пайтах. Тăххăрмăш теçеткене пуснă хаçатăмăр паян районти чылай шурсухалсем пекех хисеплĕ, сумлă тесе хаклас килет. Çакна кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи çырăнтару тапхăрĕ тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Хаçат хакĕ тăруках ỹснине пăхмасăрах паян пирĕн йыш пысăклансах пыни савăнтарать. Юлашки çулсенче вулакансем унăн сăн-сăпатне пахалани те кăмăллă. Сăмах май каласан, 85 çул каялла пичетленсе тухнă тăван хаçатăмăр пирĕн асатте-асаннесене, аслă ăрури çынсене аса илтерет: сас паллисемпе те, сăмах çаврăнă- шĕсемпе те... Иртнисĕр малашлăх çук,теççĕ. Паян эпир вулаканăмăра 1931 çулта "ПАЯНХИ САС" ятпа тухма пикеннĕ хаçатăн пĕр номерĕпе паллаштаратпăр. Ăна эпир çак кунсенче Чăваш Республикин хальхи историйĕн Патшалăх архивĕнчен ỹкерсе килнĕ.
Н. МАЗЯКОВА, хаçатăн тĕп редакторĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)