27 января 2016 г.
КĂРЛАЧ уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эренере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ, кун йĕркипе килĕшỹллĕн çынна ерекен грипп чирĕ, социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç, тавар хакĕсемпе çыхăннă ыйтусем пирки тĕплĕн канашланă, пĕлтĕрхи çулпа кăçалхи çулăн тавар хакĕсен кăтартăвĕсене тишкернĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче çĕршывра Правительство шайĕнче кризиса хирĕç тăмалли ятарлă ĕç планне хатĕрлессине асăннă.
Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова грипп чирĕсем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă. Михаил Игнатьев грипп вăхăтĕнче эпидсезон эмел хакне сăлтавсăр ỹстерсе ярассине çирĕп тĕллеве илме хушнă. Таварсен хакĕсем пирки экономика министрĕ Владимир Аврелькинпа ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тĕплĕн каласа хăварнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)