27 января 2016 г.
"Пĕремĕкпе те, чĕн пиçиххипе те," - теççĕ-и-ха халăхра. Çак каларăш çĕр ыйтăвне тапратнă чухне аса килессе шутламанччĕ. Анчах шăпах çапла калама пулать пушă выртакан çĕрсем пусă çаврăнăшне епле кĕрсе пыни пирки. Чĕн пиçиххинчен пуçлар.
Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене хỹтĕлес, лайăхлатас тĕллевпе ятарлă ĕçсем ирттерменшĕн лаптăка туртса илме пултарасси - тахçанах çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Çакă пуш сăмах маррине - Россельхознадзор Раççейĕпе 2013-2014 çулсенче 43,5 пин гектара туртса илес ĕç пуçарни те çирĕплетет.
Тепĕр самант _ çĕр налукне ỹстернĕ ставкăпа тỹллеттерни. Пĕлтĕр саккунсем улшăннă хыççăн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе усă курассин йĕркисене пăхăнманран пуçарнă административлă ĕçсен материалĕсене Налук службине ярса пама тытăнчĕ Россельхознадзор. Вĕсене тĕпе хурса çĕр налукне ỹстернĕ ставкăпа тỹлеттерĕç те.
Çакна хăшĕ-пĕри туйса та илчĕ пулĕ. Пĕлтĕр пĕтĕмпе Россельхознадзорăн республикăри управленийĕ Налук службине 55 административлă ĕçĕн материалне ярса панă. Çавсем тăрăх пысăклатнă ставкăпа шутланă налуксен квитанцийĕсене Етĕрне, Çĕрпỹ, Муркаш, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă, Пăрачкав, Элĕк, Канаш район çыннисем ку таранччен илчĕç те пулĕ. Сăмах май, Налук службинчен пĕлтернĕ тăрăх, çак материалсем тăрăх тỹллеттерекен налук 900 пин тенкĕ ытла та пулса каять. Палăртмалла, çак укçа вырăнти ял тăрăхĕсен бюджетне пуянлатĕ.
Россельхознадзорăн республикăри управленийĕ 2015 çулта 9 уйăхра пуçарнă 104 административлă ĕçĕн материалĕсене Налук службине ярса панă. Кăçал Çĕр саккунĕсене уяман Етĕрне, Красноармейски, Тăвай, Шăмăршă, Шупашкар, Çĕрпỹ, Вăрнар, Муркаш, Элĕк, Çĕмĕрле, Канаш районĕсен çыннисен çĕр налукне тепĕр çул самай нумайрах тỹлеме тивĕ. Тỹрĕ кăмăллă харпăрçă çĕрĕн кадастр хакĕнчен 0,3 процент налук тỹлет пулсан, административлă яваплăх тытнă çыннăн налукĕ - кадастр хакĕнчен 1,5 процент пулĕ.
Кунсăр пуçне, çĕре тĕллевлĕн усă курманшăн тỹлеттерекен штарфсен виçи 2015 çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа палăрмаллах ỹснĕ. Ахаль çынсен тĕлĕшпе - лаптăкăн кадастр хакĕнчен 0,3 - 0,5 процент, анчах та 3 пин тенкĕрен кая мар, должноçри çынсен тĕлĕшпе - лаптăкăн кадастр хакĕнчен 0,5 - 1,5 процент, анчах та 50 пин тенкĕрен кая мар, юридици вăйĕнчи çынсен тĕлĕшпе _ лаптăкăн кадастр хакĕнчен 2 - 10 процент, анчах та 200 пин тенкĕрен кая мар.
Унччен усă курман лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртме хавхалантармашкăн шантаракан патшалăх пулăшăвĕ - шăп çав пĕремĕк шутĕнче пултăр та.
Пахча çимĕç лартмалли лаптăксем çинче метр çỹллĕш тĕмсем ешернине курсан хресчен (пур ял çынни те хресчен тенипе килĕшмĕ, паллах. Анчах та пирĕнте хресчен чунĕ пытаннах, пирĕн несĕлĕмĕрсем никам та мар, хресченсем пулнă-çке) ĕмĕртен- ĕмĕре çĕре хисеплесе Çĕр-аннемĕр тенине, ăна тивĕçлĕн упранине паян ĕненме те йывăр. Тăпра пахалăхĕ унпа усă курманнине пула çулсерен япăхса пыни тата асрах-ши?
РФ Конституцийĕпе (9 статья) килĕшỹллĕн ана çĕре тата çут çанталăкăн ытти ресурсĕсене çав территорире пурăнакан халăх пурнăçĕн тата ĕç-хĕлĕн тĕревĕ пек упрамалла. Ку принципа тĕпе хураççĕ те контрольпе надзор ĕçĕнче.
Н. ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)