27 января 2016 г.
Кашни наци халăхĕн хăйĕн йăли-йĕрки, юрри-ташши, апат-çимĕçĕ, историйĕ. Вĕсене йăхран-йăха хăварма тăрăшмаллах. Татмăшри шкул ача-садĕнче те мала хума тăрăшаççĕ çакна. Ку хутĕнче авалхи вăйă юррисене аса илчĕç. "Çерем пăсса вир акрăм" юрра пирĕн асаннесемех пĕлнĕ. Çамрăксене те килĕшет вăл. Ачасем хушшинче туслăх та çуратать мероприяти, илемлĕхе курма вĕрентет.
Чăвашсен ача-пăча вăййисенче хапха, карта час-часах тĕл пулать. "Вир акрăм" вăйăра та çавах. Икĕ ача аллисене тытса хапха тăваççĕ, ыттисем çаврака карта çавăраççĕ. Юрри те кăсăклă:
_ Вир акрăм, вир акрăм
Вир анкарти хыçĕнче
Лăпсăр-лапсăр чăрăш пур,
Çав чăрăшăн çумĕнче
Питĕ хитре инке пур,
Инке, сана тав сана,
Уншăн пире тутăр пар,
_ тесе юрласа пĕтерсен хапха хупăнать. Ача хăйĕн япалине калпак çине ярсан, хапха уçăлать те вăйă малалла тăсăлать. Темиçе парне пухсан вăййăн тепĕр пайĕ пуçланать. Ертсе пыраканни пĕр япалине тытать те: "Çак япала хуçин мĕн тумалла?"_ тесе ыйтать.
_ Юрламалла, ташламалла, сăвă каламалла е култармалла, _ теççĕ ачасем. Япала хуçи ĕçе пурнăçлать, вырăнне кайса ларать. Вăйă малалла тăсăлать.
Мĕнле илемлĕ те хавас чă- вашсен ĕлĕкхи ача вăййисем.
В. ФИЛИППОВА, воспитатель
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)