30 января 2016 г.
Чăваш Республикинчи "Республика" хаçатăн "Выдающиеся люди вашего района" интернет-конкурсне ытти районсемпе пĕрлех пирĕн районти хастар сăмах ăстисем те хутшăннă. Авторсем хăйсен хайлавĕсенче ялти паллă та хисеплĕ ĕçченсем пирки çутатнă. Январĕн 1-31-мĕшĕсенче иртекен онлайн-сасăлава кĕртнĕ ятсем хушшинче пирĕн районтан çаксем: Зелфинас Миннетагирович Карама, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Ольга Михайловна Почалгина, Евгений Михайлович Мартышкин, Юрий Валериевич Сельцов, Валентин Порфирьевич Сергеев, Вера Алексеевна Чернова, Петр Валерьевич Ялуков. Сасăлав вĕçлениччен паянпа ыранхи кун çеç юлнă темелле. Çавăнпа та хăвăрăн сассăрсене пĕр тăхтаса тăмасăр çак адреспа пама пултаратăр: www.respublika21.ru
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)