30 января 2016 г.
"Юлашки пилĕк çулта массăллă спорт разрядникĕсен, Раççей спорт мастерĕсен тата тĕнче класлă спорт мастерĕсен шучĕ икĕ хута яхăн ỹсрĕ. 2015 çулта кăна 64 спортсмен Раççей спорт мастерĕ пулса тăчĕ. Ку _ республикăри спорт аталанăвĕн историйĕнчи рекордла кăтарту!"
(Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран).
Бизнес-инкубаторăн конференц залĕнче районти физкультурăпа спорт ĕçне пĕтĕмлетнĕ. Унта хутшăннă май район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М. Айзатуллов тăрăшуллă спортсменсене пула иртнĕ çул илнĕ тỹпемсене, сывă пурнăç йĕркине тытса пырас ĕçре физкультурăпа спорт пысăк витĕм кỹнине палăртнă. Райадминистрацин вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Н. Андреева умра тăракан тĕллевсем çинче чарăнса тăнă. Спорт инвентарĕпе тивĕçтерес ыйтăва çĕкленĕ.
Кун йĕркинчи тĕп доклада вара ачасемпе çамрăксене хушма пĕлỹ паракан "Паттăр" спорт шкулĕн директорĕ А. Краснов тунă. Хушма докладсемпе ра- йонти шашка-шахмат федерацийĕн председателĕ Н. Федоров, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам тата Кивĕ Ахпỹртри пуçламăш пĕлỹ паракан тĕп шкулсенчи Ю. Васюткинпа П. Рыбкин паллаштарнă.
Районта пирĕн 97 физкультура коллективĕ. Вăл шутран 29-шĕ вĕрентỹ учрежденийĕсенче, агропромышленность техникумĕпе университет филиалĕнче пĕрер.
Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче çăмăл тата йывăр атлетика, велоспорт, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен, армспорт, кире спорчĕн, шывра ишес тата фитнес аэробика уйрăмĕсем ĕçлеççĕ. Спорт клубсене, волейбол, шашка-шахмат, ытти секцисене çỹресе ачасем спортăн тĕрлĕ енĕпе пиçĕхсе ỹсеççĕ.
Ĕçре кадрсем çитеççĕ. Тренерсемпе преподавательсем ятарлă тата аслă пĕлỹллĕ. Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ячĕсене тивĕçнисем пур.
Физкультурăпа çывăхланасси ача садĕнченех пуçланать. Унти çитĕнекен ăру 5 енпе район спартакиадине хутшăнать. Иртнĕ çул унта Патăрьелĕнчи "Василек", "Центральный", "Солнышко" ача сачĕсем малти вырăнсене йышăнчĕç.
Шкул ачисен спартакиади вара 22 енпе иртет. Иртнĕ çул Первомайскинчи, Аслă Чементи, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулсен командисем çĕнтерчĕç.
Ял тăрăхĕсем хушшинчи спартакиадăра Нăрваш Шăхальсем палăрчĕç. Çав вăхăтрах физкультурăпа спорт ĕçне Алманчă, Кзыл Чишма, Пăлапуç Пашьел тата Çĕньял ял тăрăхĕсенче тивĕçлипе илсе пыраççĕ теме çук-ха.
Кирек хăш ял хуçалăх предприятийĕн уявĕ те спорт ăмăртăвĕсемсĕр иртмест. Ку енĕпе "Труд", "Звезда", "Красное Знамя" (ертỹçисем Н. Михайлов, В. Кузнецов, П. Никифоров) кашнийĕнчех пуçаруллă.
Паллă спортсменсене асра тытса иртекен ăмăртусем йăлана кĕнĕ. Пĕлтĕр спортпа массăллă мероприятисене 80 ытла ирттернĕ.
Çитĕнекен ăру республика шайĕнчи турнирсене хутшăнса ỹсĕмсем туни те савăнтарать. Пĕлтĕр пиллĕкĕн "Раççей спорт мастерĕ" ята илчĕç. Республикăри пĕрлештернĕ командăсене 39 спортсмен кĕчĕ. Вун тăваттăшĕ вара çĕршывăн пĕрлештернĕ командипе тĕнче шайĕнчи ăмăртусене тухнă.
Вырăнти хăйтытăмлăх тата патшалăх влаç органĕсем хушшинчи республикăри спартакиадăра иртнĕ çул район администраци команди виççĕмĕш тухни хăйех спортпа çывăх пулнине çирĕплетет те.
Спорта ватти те, вĕтти, аслăраххи те, сывлăхран хавшакраххи те явăçма пултарать. Ỹсĕм çулне кура пурин валли те кăмăла каякан илĕртỹллĕ вăйă тупăнатех. Ỹркенмелле çеç мар.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)