АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Грипп ерсен мĕн тумалла?

30 января 2016 г.

 

Кĕркуннепе хĕлле, çанталăк сивĕтнĕ май, тĕрлĕ вируслă чирсем ашкăнма пуçлаççĕ. Ытларах мěнле вирус чирě тěл пулать пирěн республикăра?

 

   Кашни çулах, уйрăмах çак вă-

хăтсенче грипп канăç памасть.   Грипп чирне виçě тěрлě вирус - А, В, С _ пуçласа яраççě.

Грипп ытларах А вирус ернипе пуçланать, иккěмěш вырăнта _ В вирус ернипе. С вирус вара ытларах çăмăл формăлла чирěн сăлтавě.

А вирус питě улшăнма пултарать, çавăнпа та ěнтě çынсен çулсеренех грипăн çěнелнě вирусěсемпе кěрешме тивет. Унсăр пуçне çав вируссем пысăк градуслă сивěре те пěтмеççě, çавăнпа чир эпидемийě анлă сарăлать, тăтăшах аталанать.

Юлашки виçě эрнере пирěн респуликăра 5561çын гриппа тата респираторлă чирсемпе чирленě, вěсенчен 63% _ 14 çула çитмен ачасем. Чирлекенсем Шупашкарпа +ěне Шупашкар хулисенче ытларах.

Чирлекенсен хушшинче вирус А, парагрипп, аденовирус тупса палăртнă. Грипа пуçласа яракан А вируса, теп.р майлă - Н1N1 е сысна вирусě тесе калаççě. Çак грипп уйрăмах йывăр чирсене куçнипе хăрушă. Ытларах ачасемпе ватă çынсене, чěрепе ÿпкен вăрах чирě пуррисене вăйлах амантма пултарать.

Çавăнпа пурин те хÿтлěх мелěсене тимлěн пăхăнмалла, вирус ертсен тухтăра чěнмеллех.

Грипп чирлě çынтан тата уйрăмах чире ура çинче ирттерекенсенчен куçать. Вěсем \сěрнě, сунасланă, калаçнă чухне грипп вирусěллě сурчăк 2 метртан пу=ласа 10 метр таранах   саланать. Çавăнпа ÿсěрнě - сунасланă чухне çăвара сăмса тутрипе е салфеткăпа хупламалла. Организма вирус лекнěренпе чирěн малтанхи паллисемччен 12-48 сехет иртет.

Сăмах май, грипп таса мар алă урлă та ерет. Çавăнпа хăвăр чирлесен те, килте гриплă çын пулсан тата урамран киле килсен   алла тăтăшрах çумалла.

Вăл кĕтмен çĕртен пуçланать: ÿт-пÿ температури 39-40 градуса =ити хăпарать, мышцăсем, куç ыратаççě, тар вăйлă тухать, вăй-хал чакать, пуç ыратать. Каярахпа сăмса питěрěнет, пыр ыратма тытăнать, ÿсěрнě чухне уйрёмах ыратать. Грипп йывăрланман чухне, температура 3-4 кунран чакать. Вăйсăрлăх, ывăнчăклăх вара час иртмеççě.

Грипа ура çинчех ирттерекенсен е йывар чирлекенсен чир шала кайма, вирус энцефалитне, пневмоние, миокардита, отита, гайморита тата ытти чире те куçма пултарать. Ача кěтекен хěрарăмсен уйрăмах асăрхануллă пулмалла, гриппа чирленě хыççăн гинеколог патне каймаллах, пулас ачан сывлăхне тěрěслеттермеллех.

Енчен те чир çакланчех пулсан тухтăр сěннине çирěп пăхăнса сипленмелле. Чир хěрсе çитнě вăхăтра, вăй пěтсен, шăнтсан вырăн çинчен тăмалла мар. Шěвек нумай ěçмелле, сěткен, морс, чей лайăх. Шур çырлинчен, хăмла çырлинчен, çăка чечекěнчен хатěрлене шěвексем пите усăллă.

Температура пысăк чухне тухтăр çырса панă эмелсене ěçмелле. Грипп ерсен килтен   ан тухăр! 38,5   градусран   пěчěкрех температурăна чакарма та, антибиотик   ěçме те ан   васкăр!

Сывă çынсен грипран прививкăна вăхăтра тумалла. Чир алхаснă вăхăтра ăна туни усси çук.

Прививкăсăр пуçне чир пуçланиччен е алхаснă самантра аскорбина кислотипе поливитаминсем, иммунитета ÿстерекен препаратсем ěçмелле. Таса уçă сывлăшпа сывлама респираторлă чирсем сарăлнă тапхăрта халăх нумай пулакан вырăнсенчен пăрăнма тăрăшмалла.  

Е. Егорова.                                                                                                     Республикăн профилактика, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрěн тухтăрě

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика