АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕлĕхпе сипленесси _ ку чухнехи медицина меслечĕ

30 января 2016 г.

Юлашки вăхăтра медицинăра анлă сарăлнă терминсенчен пĕри _ "гирудотерапия" текен çĕнĕ ят. Халăха ăнланмалла чĕлхе çине куçарсан вăл сĕлĕхпе (пиявкăпа) сипленни пулать. Ку таранччен гирудотерапи меслечĕпе çынсене сиплекен тухтăрсем пирĕн районта çеç мар, ытти çĕрте те сахал е пачах та пулман. Иртнĕ çулхи август уйăхĕнчен пуçласа вара Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те медицинăн авалхи меслечĕпе çынсен чирне парăнтарма пултаракан хастар тупăнчĕ. Çак кунсенче эпир "Ваш доктор" медицина центрĕн ертỹçипе Дильбер Зардыновна Гайнуллинапа тĕл пулса гирудотерапин вăрттăнлăхĕсене уçса пама тăрăшрăмăр.

_ Дильбер Зардыновна, пурнăçра кирек мĕнле çĕнĕлĕхе те çынсем алхапăлах йышăнмаççĕ. Урăхла каласан, питĕ нумай шухăшлаççĕ, çынсен хаклавне итлеççĕ... Çур çул ĕнтĕ эсир хăвăрăн терапевт специальноçне тата ытларах анлăлатса çынсене мăн асатте-асаннесен меслечĕпе сиплеме пуçларăр. Сăнанă тăрăх, пациентсем сĕлĕхпе туслашма хăрамаççĕ курăнать?

_ Паллах, ял халăхĕшĕн хальлĕхе юн сăхтармалли сĕлĕхпе усă курса организмри тĕрлĕрен чиртен тасаласси ют. Çапах та пурнăçра сывлăх чи хаклине туйса пиявкăпа туслашакансем сахал мар. Иртнĕ çулхи августăн 21-мĕшĕнче лицензи (номерĕ _ ЛО 21 _ 01 _ 001308) илнĕ хыççăн пĕр-икĕ кунтанах пĕрремĕш пациентсемпе ĕçе пикентĕмĕр. Сăмах май каласан, вĕсем пирĕн медицина центрĕнче иккĕмĕш хут сипленме те ĕлкĕрчĕç. Мухтанни ан пултăр та, пурте пирĕн патăмăртан çăмăлланса, пысăк хавхаланупа тухса каяççĕ.

_ Кушетка çинче канлĕн çеç выртакансем хушшинче ватăсем е çамрăксем ытларах?

_ Ун пек уйăрса калама та хĕн. Тĕрлĕ çулхи çынсем сипленеççĕ центрта. Хамăр районтан çеç те мар _ кỹршĕри Елчĕк, Комсомольски, Шăмăршă районĕсенчен, Тутар республикинчен хаваслансах сиплев сеансĕсене çỹреççĕ.

_ Сирĕн офисри хăтлăх, кăмăллăх, тараватлăх, ăшăлăх чăн малтан куçа тирĕнекен ырă енсем. Вăл та çынна пулăшать тейĕн _ центра пырса кĕрсенех, алăк уратинченех сиплев пуçланнăн туйăнать.

_ Пирĕн пата пулăшу ыйтма килекен пациентпа урăхла пулмалла та мар. Гиппократ тупи пĕрлештерсе тăракан кашни медицина коллективне çапла куратăп эпĕ. Унсăрăн епле-ха?

_ Дильбер Зардыновна, сирĕн çĕнĕ ĕçпе çыхăннă пĕтĕмĕшле ыйтусемпе калаçăва вĕçленĕ май юн сăхтарса çынсен организмне çĕнетмелли, чирсенчен хăтăлмалли терапи пирки вулакансене конкретлăрах ăнлантарар-ха. Мĕнре-ха сĕлĕхĕн вăрттăнлăхĕ?

_ Чăн малтанах процедурăра пĕр хутчен çеç усă куракан пиявкăсем активлă биологи хутăшлĕ япаласен тытăмĕпе Менделеевăн тулли таблици тесе çирĕплетсен те йăнăш пулмĕ. Çавăнпа та унпа тĕрĕс те пĕлсе усă курсан хăш-пĕр медицина препарачĕсем евĕр организма нимĕнле сиен те кỹмест. Сĕлĕх сĕлекинче 250 тĕрлĕ вещество упранать! Урăхла каласан, вăл ĕмсе илнĕ юн вырăнне каялла паха "апат" кĕрет. Шăпах вĕсем антикоагулянтсем, юн тымарне саракан, тромб пуласран сыхлакан, чире çăмăллатакан, микробсенчен сыхлакан веществосем шутланаççĕ.

_ Апла пулсан çăмăллатма пултаракан чирсен "каçалăкĕ" çав тери анлă. Сирĕн пата пыракансем ытларах хăйсене мĕнле чир аптăратнине калаççĕ тата хăшĕсене çак терапи меслечĕпе парăнтарма пулать?

_ Ял çынни ытларах алă-ура сурнипе, шăмă чирĕпе нушаланать. Пуç ыратнăран, юн пусăмĕ пысăкран пирĕн пата килекенсем те йышлă. Малалла вара вулакана ăнланмалларах пултăр тесе пиявка мĕнле чиртен хăтăлма пулăшнине калатăп: геморрой, матка миоми, климакс, эндометриоз, варикоз, тромбофлебит, атеросклероз, гипертони, стенокарди, ИБС, миокард, постинфарктный кардиосклероз, угревая сыпь, псориаз, экзема, подагра, простатит, пиолонефрит... Пурне те шутласа та пĕтереймĕн.

_ Кача пỹрнерен самай пĕчĕк, ăслă чĕрчунсене (çаплах калас килет) харăсах 5 _ 7 вырăна лартса ĕçлеттернине, юна çĕнетнине çыраççĕ. Вулакан сирĕн пата сипленме пыриччен унăн сиплев механизмĕ пирки кĕскен ăнлантарса парăр-ха.

_ Процедура нимĕнле хăрушлăхпа та çыхăнман. Сĕлĕх хăйĕн янахĕсемпе ỹте ĕмсе илет те 1,5 мм тарăнăшне кĕрсе ларать. Сеанс вăхăтĕнче 5 _ 15 грамм таран юна ĕмет, ăна çĕнетет, унăн куçаслăхне йĕркелет, сосудсене тасатать... Урăхла каласан, пĕр харăсах нумай функци пурнăçлать. Пиявкăсен биологи витĕмлĕхĕ питĕ пысăк. Юна хăй çине илнипе пĕрлех вăл организмшăн усăллă 100 ытла компонента шалалла сирпĕтет. Организм парĕсем туса хатĕрлекен компонентсем вара шăпах çыннăн иммунитетне пысăклатаççĕ тата патогенлă микрофлорăна витĕм кỹреççĕ, тĕрлĕ-рен бактерине пĕтерме, чиртен сыхланма пулăшаççĕ. Тепĕр йышши ферментсем юн тымарĕсене, сосудсене витĕм кỹ-реççĕ. Урăхла каласан инсульт, инфаркт пуласран сыхлаççĕ. Сĕлĕхсем юн куçăмĕпе лимфăсемшĕн те усăллă.

_ Дильбар Зардыновна, çак калаçу хыççăн пиявкăпа сипленме кăмăл çуралнисем те сахал пулмĕç тетĕп.

_ Пуриншĕн те алăк уçă. Эпир Патăрьелĕнчи Ленин урамĕнчи 34 çуртра вырнаçнă. Кашни кунах пациентсене 8 _ 17.30 сехетчен йышăнатпăр. Кăмăл пуррисем 89030637064 телефон номерĕпе шăнкăравласа пĕлме пултараççĕ.

Талия ИСХАКОВА, пенсионер, Тутар Тимеш ялĕ:

_ Пилĕк ыратнипе утаймиех пулса лартăм. Пуç та тăтăш ыратса канăç памастчĕ. Юрать-ха, хамăр ялсемех пиявкăпа сипленсе пăхма сĕнчĕç. Çичĕ сеанс хыççăн центран питĕ çăмăллăн тухса кайрăм. Калăн, ăш-чикри йывăр чул татăлса аннă...

Владимир Петухов, Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕ:

_ Юлашки вăхăтра пуç çаврăннипе сулăнса каяканах пулнăччĕ. Сĕрĕм тивнĕ çын пек туяттăм хама. Сĕлĕхсене виçĕ хутчен ỹт çине лартсанах хама çĕнĕ çын пек туйрăм. Процедура питĕ килĕшрĕ.

Тамара Платонова, Патăрьел:

_ Юн пусăмĕпе тăтăш аптранипе килтĕм центра. Çĕнĕлĕхпе пурне те кăмăлтан паллаштарас килет. Кунтах врач йышăннипе тата сĕннипе укол тутарма та, магнитпа усă курма та пулать. Пиявкăсем маншăн çăлăнăç вырăнĕнче пулчĕç. Юн пусăмĕ те чакрĕ, организм та çăмăлланчĕ.

Калаçăва Альбина ЕГОРОВА çырса илнĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика