03 февраля 2016 г.
Районти ЗАГС пайĕн иртнĕ çулхи демографи кăтартă- вĕсенчен пăшăрханмалли те пур, савăнмалли те çук мар. Шел пулин те 2015 çулта ĕмĕрлĕх тĕнчене куçакансем маларахри çулхинчен те ытларах, специалистсем çулталăк тăршшĕпе çын вилнине ĕнентерекен 542 свидетельство çырнă. Нăрваш Шăхалĕнче, Первомайскинче, Сăкăтра, Туçапа Кĕçĕн Патăрьелĕнче çак кăтарту уйрăмах пысăк.
Историе çырăнса юлнă çулталăкра çемьене ырă тума васкакан "аист" районти 56 ялтан тăххăрăшне вĕçсе çитеймен курăнать. Вĕсенче 365 кунта пĕр çĕнĕ кайăк та хутшăнман! Кĕçĕн Шăнкăртамра вара пĕчĕк пепке сасси çиччĕмĕш çул пĕрре те илтĕнмест... Çав вăхăтрах йăх-несĕл тымарне малалла аталантарас, йыша хушас тĕлĕшпе ырă та пархатралă кăтарту тăвакансем те çук мар. Ку тĕлĕшпе чăн малтанах Ыхра Çырмисенчен тĕслĕх илмелĕх пур. Пĕлтĕр çак ялсем 21 çемьене йыш хушнă ятпа саламланă (виçĕм- çул 12 ачана регистрациленĕ). Пикшиксем, Сăкăтсем, Шăнкăртамсем, Кĕçĕн Патăрьелсем те çак сăлтавпах савăнма пултараççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)