03 февраля 2016 г.
Урамра хĕл кунĕн юлашки уйăхĕ пуçланчĕ çеç пулин те нарăс хăйĕн кăмăлне çурпике пекех çемçетсе ячĕ. Çанталăк тăруках ăшăтнăран, çул çинчи юрсем те туххăмрах ирĕлсе пĕтрĕç, çуртсем тăрринчи хулăн юр катрамĕсем, тумла пăрĕсем те лап! та лап! катăлса, шуса анаççĕ. Асăрханмасан, çурт хĕррипе утса пыракан нимĕн те мар вĕсен мăшкăлĕ пулма та, сиенленме те пултарать. Çавăнпа та район центрĕнчи çурт-йĕрсене пăхса тăракан яваплă организацисен çакнашкал хăрушлăха сирсе ярас тесен çурт тăррисене вăхăтра тасатса, тирпейлесе тăмалла.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)