АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Регистрацилемен çĕр пайĕ пирĕн пурлăх пулаймĕ

03 февраля 2016 г.

Районта пайçăсен 35212 гектар çĕр шутланать, унтан 12590-не е 52 процентне регистрациленĕ, 4247 пай (6315 гектар) хальлĕхе кирлĕ маррисен шутĕнче. Кăтарту республикăра пĕчĕкреххисенчен пĕри пулнă май район администрацийĕн Пысăк залĕнче ял тăрăх пуçлăхĕсемпе канашлу-вĕрентỹ пулчĕ. Унта район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата унăн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Леонид Кузнецов хутшăнчĕç.

Еткере хăварнă çĕре харпăрлăха куçарнă чухне мĕн пĕлмелле-ха? Шăпах çак ыйтăвăн хуравне тупма пулăшрĕ те ĕнтĕ Д. Ахметова нотариус. Вăл мĕнле справкăсем кирлине тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Унтан Патăрьел район сучĕн председателĕ В. Елдратов никама та кирлĕ мар тесе палăртнă çĕр пайĕсене суд органĕсем урлă муниципалитет харпăрлăхне куçарасси пирки сăмах пуçарчĕ.

Çĕр пайĕсене патшалăх кадастр учетне тăратасси тата еткерлĕхе валли документсем хатĕрлесси пирки те канашлура калаçу пулчĕ. Чăваш Республикинчи "Федераци кадастр палатин патшалăх регистрацийĕн, кадастрăн тата картографин Федераци служби" учрежденин районсем хушшинчи иккĕмĕш филиалĕн тĕп инженерĕ С. Федоров нумайăшĕ тăвакан йăнăшсене асăнчĕ.

Чи хаклă пурлăх ял çыннишĕн _ çĕр. Вăл пире тăрантарать те, тумлантарать те. Анчах пайсăр юлас килмесен пирĕн хамăра тивĕçекен лаптăка Чăваш Республикин Росреестр управленийĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕнче регистрацилемелле. Кирлĕ мар пулсан заявлени çырмалла. Çакăн пирки Росреестр управленийĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн начальникĕ И. Карама доклад турĕ.

Канашлура çавăн пекех юридика консультацийĕн юрисчĕ И. Ахметов, район администрацийĕн право тата кадр ĕçĕсен пайĕн начальникĕ С. Матюшкин çĕр пайĕсене регистрациленĕ чухне тухакан çивĕч ыйтусене еплерех татса пама пулни тата хуçасăр тесе йышăннă куçман пурлăх валли документсем хатĕрлесси пирки чарăнса тăчĕç. Вĕрентỹ пуриншĕн те усăллă иртрĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕсем хăйсене хумхантаракан ыйтусем çине тулли хуравсем илчĕç.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика